Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Укçа е соцпакет?

Укçа е соцпакет?

Çакна инвалида тухнă тата федерацин ытти çăмăллăхне тивĕçекен граждансем юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртма пултараççĕ.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тулли соцпакета е унăн хăш-пĕр пайне пăрахăçлама ыйтса çырнă 1,8 пин заявлени йышăннă. Тÿлевсĕр эмел илме тата социаллă пулăшупа тивĕçтерме 79 гражданин ыйтнă.

Соцпакет хакне кашни çул индексацилеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл 1121,42 тенкĕ тăрать. Çак шута эмелсен пайĕ 863,75 тенкĕ, санаторипе курорт сиплевĕ 133,62 тенкĕ тата çул укçи 124,05 тенкĕ кĕрет. Чăваш Республикинче федерацин 100 пине яхăн çăмăллăхçи шутланать. Вĕсенчен ытларахăшĕ – инвалидсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code