Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мамай сăрчĕ

Мамай сăрчĕ

Кĕçех ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа 75 çул çитет. Паян вара Асăнупа хурлану кунне паллă тăватпăр. Шăп çак кун фашиста хирĕç уйрăмах хаяр çапăçусем пынă хуласем çинче чарăнса тăрас килет.

Вĕсенчен пĕри – Сталинград хули. Волгоград хулинчи Мамай сăрчĕ çинчи «Çĕршыв-анне чĕнет!» скульптура палăкĕ тĕнчери чи çÿллĕ палăксен йышĕнче. Унăн çÿллĕшĕ хĕçпе пĕрле 85 метр, йывăрăшĕ вара 8 пин тонна. Вăл вырнаçнă сăрт 14 метрпа танлашать. Хĕрарăм-скульптура хула çийĕн пĕлĕтелле вĕçсе хăпарнă кайăк евĕрех. Тăван çĕршывшăн кар тăма чĕнсе хăюллăскер каялла – салтаксем çинелле пăхать, хăйĕн ывăл-хĕрĕсене тăван çĕре юлашки юн тумламĕччен кĕрешсе сыхласа хăварма чĕнет.

Сăрт çине картлашкапа хăпармалла. Ун аяккипе хулана ирĕке кăларассишĕн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсене çырнă асăну плитисем. Çÿллĕ сăрт айĕнче салтаксемпе хула çыннисен вил тăприйĕсем.

Мамай курганĕ стратеги енчен илсен питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн, кунтан хула ал тупанĕ çинчи пек курăнать.

Сталинградшăн пынă çапăçусем 200 куна тăсăлнă: вĕсенчен 135-шĕ – Мамай сăрчĕшĕн пынă хирĕç тăру. Нимĕç эшкерĕсем сăрта тытса илессишĕн пĕтĕм вăйран талпăннă. Çак сăрт хĕлле те бомбăсем, снарядсем тăтăшах çурăлса сирпĕннĕрен, хуп-хура тăнă. Кунта кашни тăваткал метр пуçне 500-тен пуçласа 1250 таран пульăпа снаряд ванчăкĕ ÿкнĕ. Вăрçă чарăнсан пĕрремĕш çуркунне çунса кĕлленнĕ тăпра çинче курăк та шăтман.

«Çĕршыв-анне чĕнет!» монумент тĕнчери чи çÿллĕ палăксенчен 11-мĕш вырăнта тăрать. Çÿле хăпарса анма 200 картлашка вырнаçтарнă, çакă Сталинградшăн пынă хаяр çапăçусем 200 куна тăсăлнипе çыхăннă.

Паянхи кун статуя ÿкерчĕкĕ Волгоград хулин гербĕпе ялавне илем кÿрет.

Юрий ГОРДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code