Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăхран – пулăшу

Патшалăхран – пулăшу

ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ ларăвĕнче ял хуçалăх техникине ытларах модернизацилеме май паракан йышăну кăларнă.

«Хамăр çĕршывра туса кăларнă техникăпа оборудование республикăри аграрисем малашне йÿнĕрех хакпа туянĕç, – тесе пĕлтернĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Патшалăх субсиди уйăракан техника-оборудовани шутне ÿстернĕ. Хăмла пучахне типĕтмелли агрегат тата ăна пухмалли комбайн туяннă чухне сутлăх хакран 50 процент, ытти техникăшăн 15 процент субсиди уйăраççĕ. Аграрисене çак çăмăллăхпа усă курма 2019 çулхи бюджетра 22 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code