Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пособисемпе тÿлевсем ÿсеççĕ

Пособисемпе тÿлевсем ÿсеççĕ

Çăмăллăхлă категорири çынсене паракан тÿлевсене индексацилессипе çыхăннă пуçару çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пайăррăн палăртнă.

Министрсен Кабинечĕ тăлăх ачасене воспитани паракан граждансен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетмелли саккун проектне ырланă. Малашне ашшĕ-амăшне, опекуна усрава илнĕ 1-2 ачашăн – 3,6 пин тенкĕ, 3 е ытларах ачашăн 5,1 пин тенкĕ ытларах тÿлĕç. 6 е ытларах ачана йышăнсан вара ашшĕ-амăшне 5119 тенкĕпе танлашакан хушма тÿлевпе хавхалантарĕç.

Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова палăртнă тăрăх, ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисен темиçе çул ÿстермен виçине 2017-2019 çулсенчи потребитель хакĕсен ÿсĕмне тĕпе хурса индексацилеме йышăннă – 9,38 процент хутшăнать. Тÿлев виçине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен шутласа ÿстереççĕ. Çĕнĕлĕх 63 пин ытла ачана пырса тивĕ. Çакăн валли республика бюджетне 677 миллион тенкĕ ытла укçа хывса хăварнă.

Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула шар курнă çынсене уйăхсерен паракан тÿлев те асăннă виçепех пурнăçланмалла. Çакă республикăра пурăнакан 129 пин çынна – аслă ăрури çынсен 40 процентне пырса тивĕ. Йыш пысăккине кура ку статья валли уйăракан укçа та чылай пысăкрах – 1,95 миллиард тенкĕ. Çак тÿлевсене те кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса шутласа парĕç. Çынсем иртнĕ уйăхсемшĕн укçана ака уйăхĕн варринчен илĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code