Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи лайăххисене палăртнă

Чи лайăххисене палăртнă

Аслă Таяпара иртнĕ культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен канашлăвĕнче 2019 çулхи пĕтĕмлетÿпе чи пултаруллисене палăртнă.

«Районти чи лайăх культура учрежденийĕ» ята Аслă Таяпари культура çурчĕ /заведующийĕ Любовь Горшкова/, «Районти чи лайăх библиотека» ята тĕп вулавăшри ачасен пайĕ /Лариса Кудряшова/, Аслă Елчĕкри культура çурчĕн хореографĕ Светлана Карамаликова «Районти чи лайăх клуб ĕçченĕ», Шăмалакри Венера Усанова «Районти чи лайăх библиотекарь» ятсене тивĕçнĕ.

Номинантсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Елена Чернова тата ыттисем саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code