Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кадет корпусĕн строительствипе паллашнă

Кадет корпусĕн строительствипе паллашнă

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн строительство лапамĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă.

Полпред çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парса ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Акă, нумаях пулмасть Пермь хулинче иртнĕ канашлура та Михаил Бабич пуçарнипе тата РФ вĕрентỹ министрĕ Ольга Васильева ырланипе Раççей Правительстви валли çĕршывра кадет вĕрентĕвĕн системине аталантармалли сĕнỹсен пуххине хатĕрленĕ. Документра Атăлçи тăрăхĕнче кадет корпусĕсене тăвас тĕлĕшпе пухнă паха опыта та шута илме сĕннĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче хута каякан кадет корпусĕ федерацин Атăлçи округĕнче улттăмĕш пулĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин каланă тăрăх, строительство ĕçĕсем графикпе килĕшỹллĕн пыраççĕ. Строительсем пĕрремĕш тапхăрта тума палăртнă ĕçсене кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантараççĕ. Малтанах йĕркелỹ саманчĕсенче йывăрлăхсем те сиксе тухкаланă, анчах вĕсене вăхăтра тата тивĕçлĕ татса пама пултарнă. Михаил Бабич полпред çакăншăн республика Пуçлăхне тав тунă.

— Чăваш Енри кадет корпусĕ çĕнĕ вырăнта питĕ кĕске вăхăтра хута каять. Эпир çак вĕренỹ заведенийĕ çине пысăк шанăçпа пăхатпăр. Кунта кадет пĕлĕвĕ илекенсен малашлăхра аслă çар вĕренỹ заведенийĕсене кĕме çăмăллăхсем пулччăр. Граждан профессийĕсене алла илме шут тытнисем те кунтан вĕренсе тухсан çĕршыври кирек хăш аслă шкула кĕме пултарччăр, — тенĕ Михаил Бабич.

Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне туса пĕтерсен тата тавралăха хăтлăлатсан ку тăрăх тĕп хулари илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулассине палăртнă Михаил Бабич полпред. Сăмах май, кадет корпусĕ таврашĕнчи вăрмана РФ Президенчĕн «Хула хутлăхĕ» проектне кĕртнĕ. Программăпа килĕшỹллĕн парка йĕркене кĕртме самай пысăк укçа уйăрма палăртнă. Кунта фонтансем, ачасем валли вăйă лапамĕсем, кану зонисем хута кайĕç. «Икĕ-виçĕ çултан кунти вырăнсем илемленсе хăтлăланĕç. Парк хула çыннисемпе хăнасемшĕн чи юратнă вырăн пулса тăрасса шанатăп. Вăл Шупашкар хулин, Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн ĕçлĕ», — тенĕ полпред.

Михаил Бабич çĕнелсе илемленнĕ парка мĕнле ят парассипе те кăсăкланнă. Кун пирки чылай шухăшланине, халăхпа та сỹтсе явнине, тĕрлĕ сĕнỹ пулнине палăртнă Иван Моторин премьер-министр. Юлашкинчен вара «Кадет паркĕ» ят çинче чарăнса тăнă. Михаил Бабич та ку ятпа килĕшнине пĕлтернĕ.

Кадет корпусĕнчи строительство ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн полпред журналистсемпе тĕл пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code