Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Салтак пул – çĕршыва хÿтĕле»

«Салтак пул – çĕршыва хÿтĕле»

Массăллă хÿтĕлев тата спорт уйăхлăхне халалласа Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи культура çуртĕнче «Салтак пул – çĕршыва хÿтĕле» ятпа уяв каçĕ иртнĕ.

Унта вĕренекенсем хастар хутшăннă. Н.Муллина культорганизатор йĕркеленĕ «Летчиксем», «Салтак – канура», «Çар çынни», «Строя тăма хатĕр-и;» конкурссем арçын ачасен çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ.

Культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ «çар техникисем» курав та ачасемшĕн кăсăклă пулнă. С.Понкратьева заведующи пулас салтаксене çар пурнăçĕ пирки кĕскен каласа кăтартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code