Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Николай Панкратова саламланă

Николай Панкратова саламланă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2007 çултанпа Çĕршыв Паттăрĕсен кунне паллă тăватпăр.

Декабрĕн 9-мĕшĕнче çулсеренех патшалăх аталанăвĕшĕн хăйсен тÿписене хывнă паттăрсене чыслатпăр. Уява халалласа районти вĕренÿ, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Çак кун Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Иванович Панкратов та ăшă саламсем йышăннă. Хисеплĕ ентешĕмĕре райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Елчĕк район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Ирина Аникина, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев, «Комбайн» ЯХПК председателĕ Гурий Федоров саламланă, ырлăх-сывлăх, телей суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code