Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Яланах маттур

Яланах маттур

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ертỹçисене тата ашшĕ-амăшне тăтăшах çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ.

Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче йĕркеленĕ Халăхсем хушшинчи сăрă ăстисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕнче те пирĕннисем наградăсăр юлман. Калас пулать, Э.М.Юрьев ячĕллĕ «Çĕр — пирĕн кил» конкурса Чăваш Енрен çеç мар, Раççей регионĕсенчен, Беларуçрен, Казахстанран 880 ĕç тăратнă. Унта ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Римма Парферьеван та 11 «ачи» хутшăннă. Вĕсенчен Михаил Муратов хăйĕн ỹсĕмĕнче III степень лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ. Татьяна Васильевăпа Милана Адюкова — дипломантсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code