Владимир хулинчен савăнăçлă хыпар çитрĕ: Пĕтĕм Раççейри 28-мĕш «Золотые купола» турниртан Елчĕк штангисчĕсем пушă алăпа килмен.
138 атлет хушшинче ентешсем те пьедестал çине хăпарнă. Хăйсен виçисенче Питтĕпелĕнчи пĕр тăвансем — Артемипе Дмитрий Перцевсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Раççей спорт мастерĕ Илья Ишмуратов (Елчĕк) ветерансен ушкăнĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Чăваш Енĕн тепĕр икĕ представителĕ ылтăнлă тата кĕмĕллĕ пулнă.

