Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Вăрмана упрар» акци пуçланнă.
Асăннă проект çĕршывра 2019 çултанпа пурнăçланать. Унтанпа çынсем акцие çулленех хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул Чăваш Енре 60 пин тĕме яхăн хыр тата лиственница лартса хăварнă.
Хальхинче акци авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршă округĕнче пуçланнă. Шăмăршăри тĕп тỹремре 10 Çĕпĕр юманĕн тата йĕплĕ чăрăшăн 10 хунавне лартнă. Республикăри пур муниципалитет округĕнче те çак ĕçе тухăçлă йĕркелеме палăртаççĕ. Мероприяти юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Улатăр вăрманлăхĕнче вĕçленет. Пĕтĕмпе кăçал 60 пин йывăç лартма палăртнă.

