Республикăн Экономика аталанăвĕн министерстви авăн уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательсенчен оборудовани туяннă чухне курнă тăкакăн 30 процентне саплаштарма заявкăсем йышăнать.
Комисси конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне кăçалхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче пĕтĕмлетет. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетнинчен çакă паллă: 17 предприниматель пĕр-пĕрин хушшинче 45,5 миллион тенкĕ пайланă. Иккĕмĕш тапхăр валли 24,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

