Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашлăха упракансем

Чăвашлăха упракансем

Пирĕн район çыннисем кирек ăçта ĕçлесе пурăнсан та тăван кĕтесĕн, хамăрăн пĕчĕк çĕршывăмăрăн ятне çÿлте тытаççĕ.

Владимир АЛБУТОВ 1947 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Аслă Таяпари вăтам шкула утнă. Алла аттестат илнĕ каччăн салтак тивĕçне пурнăçлама ят тухнă. Владимир Украинăри пĕр çар чаçне лекнĕ. Чăвашран 75 çамрăка ăсатнă унта, вĕсенчен 3-шĕ Елчĕк районĕнчен. Патвар чăваш хамăр ята яман, çирĕп дисциплинăллă, çивĕч пулнипе палăрнă. Службăна ăнăçлă вĕçлесен тăрăшуллă çамрăк Удмурт АССРĕнчи Сарапул хулинчи «Электробытприбор» завода вырнаçнă. Кунта «Кама» кĕпе-йĕм çăвакан машинăсен цехĕнче слесарь-сборщикре ĕçленĕ. Çулталăкран вăл Шупашкара куçса килнĕ. Пĕлĕвне малалла ÿстерес шухăш пуçран тухман унăн.

1970 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. «Выльăх-чĕрлĕх фермисен электрификацийĕ» специальноçне алла илнĕ çамрăка Киров облаçĕнчи Халтурин хулине ĕçлеме янă.

Владимир 1975 çулта çемье çавăрнă. Ун хыççăнах çамрăксем Сарапул хулине тухса кайнă. Çемье пуçĕ çак хулари «Удмуртэнерго» пĕрлешĕвĕн Сарапулти уйрăмне аслă техник-инспектора вырнаçнă. 1988 çулта тÿрĕ кăмăллă ентешĕмĕре уйрăм начальникне лартнă. Çынлăхлă пулнипе, ĕçе тĕплĕ пурнăçланипе чапа тухнă вăл коллективра. 1999 çулта Владимир Максимовича «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. Унăн тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн панă наградăсем сахал мар. Вĕсен йышĕнче – РФ Топливо энергетикин министерствин Хисеп грамоти. Çавăн пекех унăн килти архивра халăхсем хушшинчи туслăха аталантарассишĕн панă Тав çырăвĕсемпе грамотăсем те упранаççĕ. Албутовсем «Юратупа шанчăклăхшăн» медале те тивĕçнĕ. Çак награда Владимир чăн-чăн çемье тĕрекĕ, юратнă та хисеплĕ мăшăр пулнине яр уççăн çирĕплетет.

Общество ĕçĕнче хастарлăхпа палăрнă чăваш арĕ 15 çул Чăваш наци центрĕн Сарапулти уйрăмне ертсе пычĕ. Кÿршĕллĕ республикăра пурăнакан чăвашсем тĕрлĕ наци культурисен центрĕсем хушшинче иртнĕ тĕрлĕ уявсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарас енĕпе пысăк яваплăхпа вăй хучĕ вăл.

 

Валерий КУШНИКОВ манăн тăван ялтан инçех мар вырнаçнă Энтеперен. 1963 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă ача йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Энтепери сакăр çул вĕренмелли шкулта çичĕ класс пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен пысăк тавра курăмĕпе палăрнăскер çичĕ класс хыççăн Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ шкул-интерната, физикăпа математикăна анлăрах вĕренес тĕллевпе, çул тытнă. Ял ачине хулара вĕренме çăмăлах та пулман-тăр, çапах та вăл вĕренÿре чи маттуррисен йышĕнче пынă. Çак шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Валерий Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ авиаци институтне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăка Удмурт Республикинчи Сарапул хулинчи электрогенератор заводне ĕçлеме кайма направлени панă та унтах тымар янă пысăк ĕмĕтсемпе çунатланакан ентешĕмĕр.

Хальхи вăхăтра Валерий Александрович çав заводрах инженерта тăрăшать. Опытлă специалист, тарăн пĕлÿллĕ çын кунта пысăк авторитет çĕнсе илнĕ.

Ентешĕмĕр Удмурт Республикинчи «Чăваш наци центрĕ» общество организацийĕн правленийĕн членĕ, Сарапулти чăвашсен центрĕн председателĕн çумĕ. Вăл хулари чăвашсене пĕр чăмăра пĕрлештерессишĕн нумай тăрăшать. Çавна май тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать, хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерет. Валерий Александрович чăваш халăхĕн Пĕтĕм Раççейри Акатуйĕсене хутшăнса Ульяновска, Шупашкара çитсе килнĕ. Çавăн пекех 2013 çулта Чăваш наци конгресĕн делегачĕ пулнă.

Валерий аллине гитара тытсан чун-чĕре тăван кĕтес ытамне путать. Чăваш юррисене илемлĕ янратнисĕр пуçне вырăсла та, удмуртла та юрлать. Вăл Сарапулти мĕнпур обществăпа культура центрĕсемпе туслă çыхăну тытать.

В.Кушников çемьеллĕ. Мăшăрĕ Наталия çак хуларах çуралса ÿснĕ. Унăн качча кайсан хушаматне те улăштарма тивмен, хĕр чухнехи те – Кушникова.

Туслă çемьере икĕ патвар та маттур ывăл ÿссе çитĕннĕ. Асли, Алеша, Удмуртри патшалăх университетне, нефть факультетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра нефть отраслĕнче ĕçлет. Дима – оружейник. Вăл М.Т.Калашников ячĕллĕ Ижевскри патшалăх техника университетне пĕтернĕ хыççăн «Калашников» концернра тăрăшать.

Валерий Александровичăн Хисеп грамотисем питĕ нумай. Чăваш диаспорине чăмăртаса пынăшăн панă Хисеп хучĕсем те чылай.

А.ИГОЛКИН-АРЛАНОВСКИЙ,
инженер, общество деятелĕ.
Ижевск хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code