Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ырă пуласлăх, хăтлă пурнăç кашни çыннăн сассинчен килет»

«Ырă пуласлăх, хăтлă пурнăç кашни çыннăн сассинчен килет»

Суйлав — чи пысăк обществăпа политика пулăмĕ. Вăл таса, тĕрĕс, уçă иртесси участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсенчен, ырă пуласлăхпа хăтлă пурнăç кашни çыннăн тĕрĕс сасăлавĕнчен килет.

УИК членĕн яваплă ĕçне халăх шанăçне тỹрре кăларма пултаракан тата пысăк хисеп çĕнсе илнĕ çынсене шанаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Тăрăмĕ ялĕнче пурăнакан Галина Малова. Вăл ялта 2411-мĕш номерпе вырнаçнă участокри суйлав комиссийĕнче 2018 çултанпа председатель пулса тăрăшать.

Галина Ивановнăна чылай çул ăста та хастар педагог пулнипе пĕлетĕп. Вăл вĕренекенĕсемпе пĕрле «Елчĕк ен» хаçатпа туслă çыхăнураччĕ, хăйсем çырнă хайлавсене час-час редакцине кĕртсе паратчĕç вĕсем. Унсăр пуçне округра, ун тулашĕнче иртекен сăвă-калав конкурсĕсенче, ытти тупăшура активлăхпа палăратчĕç, малти вырăнсене йышăнатчĕç.

— Суйлав участокĕн членĕ пулас шухăш хăçан тата мĕнле çуралчĕ? — ыйтатăп Галина Ивановнăран.

— 2018 çулхи мартнă 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президентне суйларăмăр. Ертỹлĕх ыйтнине хирĕçлеймерĕм — манăн çак çул çĕнĕ йышпа комиссине кĕме тиврĕ. Маларах член та пулса курман, мана тỹрех председатель пулма суйларĕç. Яваплă та пысăк тивĕçĕн лавне ертỹçĕ пулса туртма пĕрре те ансат пулманнине пытармастăп, маларах ку тытăмра ĕçлесе курманни те тỹрех пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Çапах та мĕн пур комисси членĕпе пĕр-пĕрне ăнланса килĕшỹре ĕçлени, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарни йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма май пачĕ. Кунта мана чылай çул секретарь тивĕçне пурнăçланă Венера Васильевна Кузнецова пулăшу аллине тăссах пычĕ. Суйлавра ун чухнехи çĕнĕ меслете — дистанциллĕ электрон мелĕпе сасăлассине çул пачĕç. Çĕнĕлĕхе кĕске хушăра алла илме тиврĕ. Халăхпа курнăçса кандидатсем çинчен тулли информаци пама пултартăмăр, пысăк та туслă йышпа суйлава тивĕçлĕ ирттерсе ятăмăр.

Кунта мана ялта чылай çул педагог пулса ĕçленĕ май вĕренекенсем пулнă ашшĕ-амăшĕпе, ял халăхĕпе тачă çыхăнура пулни те пулăшса пычĕ. Халăхпа тĕл пулнă май кашниех суйлава çỹретĕр, хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçлатăр, çакăнтан çĕршывăн ырă та шанчăклă пуласлăхĕ килнине çирĕп ăнлантăр тесе сахал мар калаçу пуçарма тивет, — çапларах хуравларĕ ман ыйту çине Галина Ивановна.

Сăмах çăмхине сỹтсе пынă май хĕрарăм Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ỹснине пĕлтĕм. Кивĕ Вăрмар хĕрĕ шкул хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренсе педагог профессине алла илнĕ. Хăй 3-мĕш курсра пĕлỹ илнĕ вăхăтра ăна Елчĕк çамрăкĕ Владимир Малов мăшăр пулма ыйтнă. Вăл вăхăт тĕлне Владимир Владимирович институт пĕтерсе истори учителĕ пулса тăнă ĕнтĕ, тăван тăрăхри шкула ĕçлеме кайма пуçтарăннă. Çамрăк арăм та пĕрлешнĕ хыççăн мăшăрĕпе пĕрле Чăваш Тăрăмне куçса килнĕ, малаллахи вĕренĕве куçăмсăр майпа тăснă. Тĕрлĕ тапхăрта чăваш чĕлхипе литература, вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пынă çамрăк кин. Çĕнĕ мăшăра Владимир Яковлевичпа Анастасия Яковлевна Маловсем ăшшăн йышăннă. Владимир Яковлевич та таврара ăста педагог пулнипе палăрнă, вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентнĕ. Шел пулин те, чĕре чирне пула пурнăçран ир уйрăлнă арçын.

Владимирпа Галина вăхăт иртнĕ май пĕрлехи вăйпа хăйсен çуртне çĕклесе тĕп килтен уйрăлса тухнă. Владимир тăватă ывăлтан чи асли пулнă. Çĕнĕ çемьене Александр, Светлана, Евгений вĕçсе килнĕ. Шел пулин те, аслă ывăлĕ, ГАИ тытăмĕнче тăрăшнăскер, преступника тытса чарнă чух пурнăçран уйрăлнă. Светлана экономист пулса тăрăшать, Евгений — газпром тытăмĕн ĕçченĕ.

Çапах та çемье йывăр хуйха пусарса малаллах пусăмлать. Ĕçпе йăпанни, Сашăн тата ытти ачисен ывăл-хĕрĕ аслашшĕпе асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн пурнăç илемĕ.

— Çу каçах ялта мăнукăмăрсем. Улттăн вĕсем пирĕн. Çемье йăли-йĕркине çирĕп тытса пырса пĕрле пулла, çывăхри вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма, мăйăр татма çỹретпĕр, — сăмахĕсене малалла тăсать хĕрарăм.

Кил-çуртне тирпейлĕ тытса тăраççĕ Маловсем, пур çĕрте те хăтлăх хуçаланать. Илеме туйни, чечексене юратни курăнать.

Мăшăр обществăлла ĕçре яланах харсăрлăхпа палăрнă. Галина Ивановнăна ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пыма та шаннă. Ялти тăрăшуллă хĕрарăмсем ертсе пынипе халăх СВО салтакĕсене пулăшма хастар хутшăнать. Хỹтĕлев тетĕлĕ, чăлха-нуски çыхать, окоп çуртисем тăвать, укçа-тенкĕ пуçтарса ăшă тум, апат-çимĕç туянса волонтерсем урлă салтаксем патне ăсатать актив. Маловсен Анна мăнукĕн мăшăрĕ Дмитрий те 2022 çултанпа Украинăра: мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнă. Уншăн та пăшăрханать çемье, ăна та пур енлĕн пулăшма ăнтăлать.

Ырă çемье ăшăлăхĕ, телейĕ мĕнрен килет-ши? Галина Ивановна ку ыйту çине ăшшăн çапла хуравлать: «Чи малтанах пĕр-пĕрин хушшинче ăшăлăх, юрату хуçаланнинчен, пĕрне-пĕри ăнланма пĕлнинчен тата каçарма пултарнинчен килет». Чăтăмлă пулмалла тесе хушса хурать.

Суйлав комиссийĕнче ĕçлеме пуçланăранпа шухăш-кăмăлĕ самай улшăннине те хыпарлать УИК председателĕ.

— 2026 çулхи сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен сасăлавĕ. Яваплă тапхăрччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Халăхран манăн суйлава яланхиллех пысăк хастарлăхпа, ырă кăмăл-туйăмпа хутшăнма ыйтас килет.

Кашни сасăлава хутшăнса сасăламассерен эпĕ хама çĕршыв пуласлăхне тỹпе хывнă пек туятăп. Суйлава та чăн уява çавăрма тăрăшатăп. Мĕн пур çын хăйĕн сассине тивĕçлĕ кандидатшăн парсан пурнăç илемлĕрех те çутăрах пулĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Чăваш Тăрăмĕ ялĕнчи суйлав комиссийĕн хастар коллективĕ; туслă çемье — пурнăç илемĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code