Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Разрядçăсем те пур

Шупашкарта республикăри йĕлтĕрçĕсен икĕ кунлăх чемпионачĕ иртнĕ.

Унта Василий Митрофанов (Елчĕк) 15 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçленĕ. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем — Софья Афанасьевăпа Валерия Яковлева 3 километра чупассипе 5 тата 13-мĕш вырăнсене йышăннă. Кĕçĕн Таяпари Вадим Головинпа Сергей Павлов I-мĕш разряд нормативне тултарни те хăйне кура çитĕнỹ.

Кĕçĕн Таяпасен тепĕр представителĕ — Олег Головин Канаш округĕнчи Чăваш Ен Кубокĕн 4-мĕш тапхăрĕнче çурма марафонра (25 км) вăй виçнĕ. Паллă йĕлтĕрçĕ 40-49 çулсенчи спорт ветеранĕсем хушшинче çĕнтернине палăртма питĕ кăмăллă.

Тимофей — призер

Канашри «Локомотив» спорт шкулĕнче ирттернĕ Чăваш Енри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен чемпионатĕнче 150 яхăн атлет тупăшнă.

2010-2011 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш) 39 килограма çитичченхи виçере 3-мĕш пулнă. Çĕнтерỹçи — Шупашкарти 5-мĕш олимп резервĕсен спорт шкулĕн воспитанникĕ Герман Кириллов (Елчĕк).

Пулăçсем ăмăртнă

Патреккел кỹллинче Николай Алексеевич Петров пулăçа, сунарçăна асăнса пулă тытма юратакансен ăмăртăвне ирттерчĕç.

Йыш пысăк пулмарĕ, паллах, анчах вăл тупăшу интересне пачах чакармарĕ. Унта пуринчен малтан пулă туртса кăлараканĕ Виталий Крылов пулчĕ. Чи нумай пулă тытакан — Николай Марков. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче — Виталий Миллинпа Петр Долгов.

«Чи пысăк пулă тытакан» ята Юрий Семенов тивĕçрĕ. «Чи çамрăк пулăçă» вара — Анастасия Воронцова. Мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе палăртрĕç. Пулăç ешчĕкĕ, бур, пулă тĕтĕмлемелли аппарат тата ытти хатĕр пулăçа кирлех.

Спортсменсемпе курма килнисене пулă шỹрпипе, чашламапа хăналарĕç. Ăмăртăва Геннадипе Александр Воронцовсем, Н.Петровăн ывăлĕсем — Дмитрипе Александр тата Николай Владимирович Петров çỹллĕ шайра йĕркелесе пычĕç.

Александр СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code