Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сехет шаккать, йĕпписем куçаççĕ…

Сехет шаккать, йĕпписем куçаççĕ…

«Колхоз ялавĕ», халĕ «Елчĕк ен» хаçат тухма пуçлани 90 çул çитсе тăнине пĕрре те шанас килмест. Маншăн вăл яланах çамрăк та вăй питти туйăнать. Мĕн тăвăн, сехет шаккать, йĕпписем куçаççĕ…

Мĕн ачаран килте вырăсла калаçакан çемьере ỹссе çитĕннĕ эпĕ. Асанне те, анне те вырăс йăхĕнчен тухнă. Анчах та вĕсем пире чăвашла калаçма, çырма чарман. Анне яланах: «Икĕ чĕлхе пĕлни вăл – икĕ пурнăç», – тетчĕ.

Патреккелĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта 7-мĕш класра чухне чăваш чĕлхине вĕрентекен Вера Романова пире килте Çеçпĕл Мишшин «Эп вилсен мана пытарăр…» сăввине пăхмасăр вĕренме хушрĕ. Эпĕ ăна, анне вĕрентнĕ пек, дикципе калама хăнăхрăм. Шкулта доска умне тухса хурланса кайсах пăхмасăр каласа патăм ăна. Сăвва вĕçленĕ çĕре икĕ куçран та куççулĕ тухрĕ. Çакна Вера Сосипатровна та асăрханă иккен. Чăваш чĕлхи юлашки урокчĕ. Шăнкăрав янрасан пурте килĕсене кайма пуçтарăнчĕç. Вĕрентекен мана тăрса юлма ыйтрĕ. Малтанах паянхи сăвăшăн «5» паллă лартса пани çинчен пĕлтерчĕ. Унтан тĕрлĕ ыйту панă хыççăн эпĕ ăна чăвашла кĕнекесем вуланине пĕлтертĕм. Мана тĕрĕслемелле тесе-ши, Мария Ухсайăн «Кăра çилсем» кĕнекине вулама пачĕ, тетрадь çине кĕнекен содержанине çырса килме ыйтрĕ. Эпĕ вĕрентекен каланине пĕтĕмпех пурнăçларăм. Унтан вăл хамăрăн класс пурнăçĕ çинчен «Колхоз ялавĕ» хаçата заметка çырса яма тĕллев лартрĕ. Вĕрентекен хушнине пурнăçлама 1962 çулхи ир килнĕ çуркунне кансĕрлерĕ. Ку ĕç çапла пулса тухрĕ.

…1962 çулта, мартăн 29-мĕшĕнче Акчел ялĕнчи Çĕнĕ кас ачисем Кĕçĕн Пăлана выляма аннă. Вĕсем пăр тăрăх çỹреме тытăнаççĕ. Кĕçĕн Пăла çурри таран шывпа тулнă. Сасартăк Акчелĕнчи пуçламăш шкулта 1-мĕш класра вĕренекен Володя Указов кăкăр таран шыв айне анса кайнă. Шыв ăна аялалла сĕтĕрме тытăннă. Патреккел шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекен Михаил Карсаков çакна курать те хăвăртрах ун патне чупса пырать. Вăл Указова пальтинчен тытса шывран туртса кăларать. Çапла майпа Михаил Володьăна вилĕмрен çăлса хăварать.

Çак хыпара район хаçатне ярса патăм.Часах «Михаил Карсаковăн пархатарлă ĕçĕ» заметка пичетленсе тухрĕ. Мĕнле пысăк савăнăç пулчĕ вăл маншăн ун чухне! Вĕрентекен мухтаса илни, пĕрле вĕренекенсем ырласа калани манăн çырас туртăма çĕклерĕç.

60 çул иртсе кайрĕ унтанпа. Кĕçĕн Пăла та шывне нумай юхтарчĕ. Çакăн хыççăн манăн хаçатăн тĕрлĕ редакторĕсемпе тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ.

Мĕн пачĕ-ха мана хаçат редакцийĕпе çывăх паллашни?

Пĕрремĕшĕ: эпĕ ытларах çынсен кăмăлне, вĕсен шухăшĕсене тăнлама вĕрентĕм. Çынна çывăх пĕлмесĕр, ун çинчен тĕрĕс статья çыраймăн.

Иккĕмĕшĕ: хамăрăн çĕршывăн пурнăç таппине туймасăр, унăн историне пĕлмесĕр тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тăваймăн.

Виççĕмĕшĕ: хаçата çырассинче хамăрăн ял, район çыннисемпе пĕр тан утмасăр пĕр статьяна та тĕрĕс çырса кăтартаймастăн. Ку чухне хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытмасăр тĕрĕс утăмсем тума йывăр. Çавăнпах манăн хальхи тата маларах ĕçленĕ редакторсене, корреспондентсене ялкорсене пысăк пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каласа хăварас килет.

Юбилей çитнĕ май пурсăра та пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Эсир яланах çапла ĕçчен те хастар, сывлăхлă пулăр. Хаçатçăсем районăн ĕç-хĕлне куллен çутатакан, унăн летопиçне çырса пыракан тĕп авторсем тесен те йăнăш пулмасть пулĕ.

Владимир МОСКОВСКИЙ. Акчел.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code