Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕкре — Эдуард Гиматов

Елчĕкре — Эдуард Гиматов

Елчĕк округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин прокурорĕ Эдуард Гиматов пулнă. Республика прокурорĕ, округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата район прокурорĕ Александр Кудряшов хутшăннă ушкăн чи малтанах Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пулса граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăма çитсе курнă. Уйрăм ертỹçи Антонина Осипова тата ĕçченсем ертỹлĕхе кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарнă. Хỹтлĕх ыйтакансен пурăнмалли условийĕсене хакланă, аслă ăрурисемпе тата инвалидсемпе куçа-куçăн тĕл пулнă май Эдуард Гиматов вĕсен пурнăç условийĕ тивĕçлĕ пулнине палăртнă.

Прокуратура ĕçченĕсем тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçе мĕнле йĕркеленине те сăнасах тăраççĕ. Елчĕк, Анатри Тимеш ялĕсенче пулнă май шăпах çак ыйтупа интересленнĕ ĕçлĕ ушкăн, тăлăхсен çурчĕсенче пулса вĕсенчи пурнăç условийĕсемпе паллашнă (сăн ỹкерчĕкре).

Округ администрацийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май Эдуард Рафикович саккунлăха пăхăнас тата çынсен пурнăçне лайăхлатас ыйтусене тишкернĕ. Телефон тата интернет ултавĕнчен сыхланас мелсем те тимлĕхре пулнă тĕл пулура.

Майлă самантпа усă курса граждансем республика прокурорне хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама, вĕсем çине хуравсем илме пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code