Калав
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 19-мĕш номерте.
Аттепе анне… Калама кирлех-ши вĕсене? Атте, ахаль те аллине ирĕке яраканскер, хĕнесе тăкĕ. Ашшĕ камне тĕпчĕ. Костьăпа хирĕçĕ. Вăл та манран сивĕнĕ. Юрататăп тетчĕ. Ку чăнах та çапла пулсан — пĕрлешĕпĕр.
Çакăн пек шухăшпа таврăнчĕ Наташа тăван яла. Каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Савнине савăнăçне пĕлтерме васкарĕ.
— Эс мĕскер, ухмаха тухрăн-им? Ман халех ачапа çыхланса ларас килмест, — пулчĕ Костьăн хуравĕ.
— Пĕр-пĕрне юрататпăр-çке, пĕрле пурăнасси çинчен те калаçаттăн, — тусĕ шỹтлет пулĕ тесе ăна куçран пăхрĕ Наташа.
— Çапла, юрататăп. Анчах ачана мар, сана! Чăннипех калатăн пулсан пăрах эс вăл ачана. Эпир çамрăк-ха, ачи татах та пулĕ. Кайран каллех сан пата килĕп.
Наташа Костя пăрăнса утнă хыççăн ура вăйĕ пĕтнипе сак çине лаках ларчĕ. Куçĕсенче куççуль пĕрчисем шăрçаланчĕç. «Акă пĕтрĕ ман юратăвăм. Пурнăçăм сỹнчĕ, — чунтан хурланса ĕсĕклерĕ вăл. Унтан хырăмĕнче тем йăшăлтатнăн, хăй пуррине систерсе çине-çинех тапнăн туйăнчĕ. — Костя ачи. Хăтăлмалла унран. Епле пулсан та хăтăлмалла».
Наташа тепĕр кунне ирех хулана тухса кайрĕ. Аппăшĕпе палланă тухтăр патĕнче тепре пулчĕç вĕсем. Анчах Наташăн ачи ỹссе кайнă-мĕн. Унран хăтăлас тесен иртерех килмелле пулнă терĕ. Зоя аппăшĕ Наташăна чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçлеме вырнаçтарчĕ. Общежитире пĕр пỹлĕмре вырăн та тупăнчĕ ăна валли.
— Наташа, эс пирĕн пата урăх килсе ан çỹре-ха, — терĕ ăна пĕррехинче аппăшĕ ĕçрен тухасса кĕтсе илсе. — Коля пĕлсен пĕтерет мана. Ĕçе вырнаçтартăм сана, пурăнмалли те пур. Малалла пурнăçна хăвах майлаштарса пурăн. Яла кайса ан çỹре, намăс. …Пĕчченех тỹсрĕ Наташа асапне. Йывăр пулсан та ĕçе çỹрерĕ. Укçине перекетлесе ача япалисем туянчĕ. Сисмесĕрех çуратма вăхăт çитрĕ.
Юнашар выртакан ывăлĕ çине чылайччен пăхса выртрĕ вăл. Каснă-лартнă Костя. Куç харшисем те унăнни пекех, авăнарах тăраççĕ. Хуп-хура куçĕсем амăшĕ çине сиввĕн пăхнăн туйăнаççĕ. Палатăри ытти хĕрарăмсем патне упăшкисем, тăванĕсем килсе çỹреççĕ, Наташа патне вунă кун хушшинче никам та пымарĕ. Ачине те пỹлĕмре пĕрле пурăннă хĕрсем илсе тухма пулăшрĕç. Пуçланчĕ вара хăйĕн айванлăхне пула вăхăтсăр амăшĕ пулса тăнă хĕрарăм нуши. Общежити коменданчĕ, качча кайман ватă хĕр, ача сассине тỹсме пултараймасть иккен. Хĕрсем те сменăпа ĕçлеççĕ. Çывăрса тăранайманран вĕсене ĕçре йывăр иккен, чăркăшланма пуçларĕç. Зоя аппăшĕ те пачах та пымарĕ. Упăшкинчен вăрттăн пĕр хутчен укçа пырса панă хыççăн пачах çухалчĕ. Ялан йĕнипе Наташăн сĕчĕ те анми пулчĕ ĕнтĕ.
— Зоя, каятăп эп яла анне патне. Каçараççех вĕсем мана. Хĕр пуççăн ача тăвакан эпĕ çеç-им? — терĕ пĕррехинче Наташа аппăшне ĕçрен кĕтсе илсе.
— Ан хăйнă пул! — касса татрĕ лешĕ. — Вĕсен пурнăçĕ çăмăл тесе шухăшлатăн-им? Кам хушнă сана çапла ăссăр хăтланма?! Лидăпа Зина пулчĕç иртнĕ эрнере. Эс ăçта çухалса пурăннипе кăсăкланчĕç. Килесшĕнччĕ те — Атăл леш енне юлташĕсемпе канма кайнă тесе суйрăм. Яла ахаль те сас-хура çитнĕ тет. Анне вĕсене пĕлсе килме хушса янă. Чăнах та ача тунă пулсан киле килсе ан кĕтĕр тесе каларĕ тет атте. Костьăн амăшĕ те: «Ачине хулара тупнă та ман ывăла унпа тăлласшăн», — тесе калаçса çỹрет тет. Кам хушнă-ха сана вунçиччĕрех арăм пулма?! Тепĕр тесен, арăм та мар эсĕ. Кам тесе чĕнсен тĕрĕсрех пулнине те ăнланма çук.
— Юратнă-çке эп ăна, аппа. Шаннă. Пĕрлешесси пирки калаçатчĕ.
— Шан хальхи арçынсене. Хăйсене кирлĕ чухне анчах эпир вĕсемшĕн хаклă. Мĕн кирлине илеççĕ те кайран сан пек ăссăр хĕрсем çине сураççĕ çеç. Йĕркеллĕ çемье çавăрса пурăнас текен каччă нихăçан та Костя пек хăтланман пулĕччĕ. Пуçпа шухăшламалла пулнă кăштах. Института вĕренме кĕме ĕмĕтленеттĕн. Халĕ мĕн пулса тухрĕ-ха? Атя-ха, ачасен çуртне кайса пăхар, тен, унта йышăнĕç. Ачасăр мăшăрсем нумай вĕт халь.
Анчах унта та ĕç ăнмарĕ вĕсен. Ачан ашшĕ те, амăшĕ те сыввине пĕлсен темĕн те пĕр каласа пĕтерчĕç. Заведующи хĕремесленсех кăшкăрма пуçларĕ:
— Мĕнле намăс мар сире?! Савăшса йăпанатăр та ачана кăларса перетĕр! Тепĕр çулталăкран тата тепре илсе килетĕр! Ача вĕт вăл, кушак çури мар! Çуратрăн пулсан — пăх!
Наташăпа Зоя Димăна (çапла ят пачĕç пепкене) йăтса общежитие кĕнĕччĕ çеç — комендант тĕл пулчĕ. Вăл тỹрех Зоя çине сиксе ỹкрĕ:
— А-а, эсир Белован тăванĕ пулĕ-ха. Илсе кайăр ăна кунтан. Ачи макăрни хĕрсене çывăрма памасть. Белова халь пирĕн фабрикăра ĕçлемест. Малашне те ĕçлеттерĕç-ха ăна? Паянах пушатăр пỹлĕме. Çĕнĕрен килнĕ çынсем валли вырăн кирлĕ пире.
— Мĕн тăвар-ши? — ачине хăй çумне пăчăртарĕ Наташа.
— Ялах кайма тивет. Анчах киле мар, Костя патне. Каçхине, çынсем курман чух, вăрттăн. Калаç, йăпăлтат, кирек мĕн ту, анчах вĕсен килне пурăнма юл.
Наташа Канаша каякан пуйăс çинче хăйĕн иртнĕ кунĕсене аса илсе пычĕ. Ашшĕ-амăшĕ килĕнче пĕр хуйхăсăр ирттернĕ ачалăхĕ куç умне тухрĕ. Хĕнени те, ятлани те пулнă пулĕ. Анчах, темшĕн-çке, пурăннăçемĕн çав самантсене кулса çеç аса илетĕн. Юлашки сыв пуллашу каçĕ. Вунă çул пĕрле вĕреннĕ Лева вăтанса куçран пăхать, хăй Наташăна юратни, унсăр пурăнма пултарайманни çинчен калать. Наташа унран шăллĕнчен тăрăхланă пек тăрăхлать. Костя… Хĕр чĕрине пĕрремĕш юрату çулне хывнă Костя… Асран тухми Костя. Наташăн куçĕсем шывланчĕç. Епле ирсĕр этем вăл. Ача пулассине пĕлсенех Наташăна пăрахрĕ. Питĕ хăвăрт сỹнчĕ ун юратăвĕ. Тен, сỹнмен. Вĕсем хирĕçсе кайнин айăпĕ те пулас ача пулчĕ. Эппин, вĕсене уйăраканĕ Наташа чĕрçийĕ çинче лăпкăн тĕлĕрекен ывăлĕ. Çамрăк хĕрарăм пурнăçне синкерлетекенĕ — Дима. Çак шурă костюм тăхăннă пепке пулмасан унран тăванĕсем те сивĕнес çук, паянхи кун та хĕрсемпе савăнса пурăнмалла, институтра вĕренмелле. Костя та сивĕнмен пулĕччĕ.
Наташа яла çитнĕ çĕре тавралăх тĕттĕмленме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Аппăшĕ каланă пек яла тĕттĕмре çитес тесе пуйăс çинчен ансан та хăвăрт утмарĕ вăл. Хăйсен килĕ умне çитсен ачана вĕрене çумĕнчи сак çине хучĕ. Пĕтĕмпех палланă, чуна çывăх вырăнсем. Çак вĕрене айĕнче вĕсем Костьăпа пĕрремĕш хут чуп тунă. Шкулпа сыв пуллашнă каç пĕр-пĕрне юратни çинчен пĕлтернĕ. Костьăпа та юлашки хут çакăнта сыв пуллашнă. Наташа вĕрене çумне тĕршĕнес тесе аллине малалла тăсрĕ. Анчах аллисем хăрнă вĕрене туратне перĕнсе ыратса кайрĕç. «Чим-ха, манăн вĕрене хăрнă вĕт. Вăл та ман пекех çамрăклах хăрнă. Мĕскĕн вĕрене! Ман пекех!» — вĕрене турачĕсене ыталаса чунтан хурланса йĕчĕ Наташа.
Ăçта каймалла? Ниçта та, никам та кĕтмест ăна. Костя патне кайса мĕскĕнленес çук Наташа.
— Наташа, ку эсĕ-и? — тĕттĕмри сас çамрăк хĕрарăма шартах сиктерчĕ. Вăл сак çинче выртакан ачине ют çын курасран шикленсе ăна васкавлăн кĕлеткипе хупларĕ. — Эпĕ те санпа пĕр пуйăс çинчех килтĕм. Анчах Канашра пурăнакан юлташ патне кĕрсе тухмалла пулчĕ те яла санран каярах çитрĕм.
— Лева… Эсĕ-и ку?
— Эпĕ. Канмалли кун анне патне хăнана килсе каяс терĕм. Мĕнле пурăнан эс, Наташа? Сана курманни нумай пулать.
— Эпĕ… эп…- Наташа ним хуравласа калама аптăраса тăчĕ. — Вĕрене хăрнăшăн пăшăрханса тăратăп. Ỹссе кайнă эсĕ, Лева. Тỹрех палласа илме те çук. Хăв ăçта пурăнатăн-ха?
— Эп ял хуçалăх институтне механика факультетне вĕренме кĕтĕм. Пĕтерсен яла таврăнасшăн. Вĕрене хăрнăшăн пачах та ан пăшăрхан, вăл татах килсе ỹксе шăтма пултарать.
— Эпĕ вара… — Наташа сăмахне вĕçлеме ĕлкĕреймерĕ, Дима хăй вăраннине систерсе кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Наташа хыпаланса ачине алла илчĕ те хăй çумне пăчăртарĕ. Левăна куçран пăхма хăяймасăр пуçне аяккалла пăрчĕ.
— Ан асаплан, Наташа, мана ним калама та кирлĕ мар, эп пĕтĕмпех пĕлетĕп. Костя сана пăрахса ялтан тухса тарнине те, аннỹпе аçу шухăшне те… — Лева Наташа умне çывхарса ун пуçне хăй еннелле пăрчĕ. — Эпĕ сана, Наташа, малтанхи пекех, тен, унтан та ытларах юрататăп. Хăв килĕшсен… атя пирĕн пата. Ман анне нихăçан та сана хирĕç пулас çук.
— Лева, мĕн калаçатăн эс? Дима саншăн пачах ют. Тата эс мана хăвăнтан кулнине нихăçан та каçарас çук.
— Наташа, мана эс… эсир иксĕр те кирлĕ. Эп нихăçан та сана юратма пăрахман. Сан ачуна хамăнни пекех юратăп, мĕншĕн тесен вăл сан ачу. Зоя аппа эс Димăпа пĕрлех яла кайнине пĕлтерсен пĕр тăхтаса тăмасăр сан хыççăн чупрăм. Эп аннепе калаçса татăлнă ĕнтĕ, вăл хирĕç мар. Çитес çул эсĕ те вĕренме кĕрĕн. Качча тух мана, Наташа.
— Эп çапах та…
— Урăх нимĕн те ан кала. Пĕр сăмах çеç кĕтетĕп эп санран.
— Килĕшетĕп… Лева. Эс мана каçар. Суккăр пулнă. Вылянчăк шухăшсене юрату вырăнне йышăнса инкек тỹсрĕм. Чăн-чăн юрату чĕмсĕр тесе ахальтен каламаççĕ иккен…
Улькка Эльмен.

