Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх шухăшне шута илĕç

Халăх шухăшне шута илĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Ăна хатĕрлес ĕç пуçланнă. Яланхиллех унта Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсене палăртаççĕ. Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен аталану çул-йĕрне пăхса тухĕç, предприятисемпе организацисен пуласлăх тĕллевĕсене шута илĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне, паллах, халăхăн шухăш-кăмăлне, общество организацийĕсен сĕнĕвĕсене тата ытти граждан обществисен институчĕсен пуçарăвĕсене тĕпе хурса йĕркелĕç.

Эсир Çырăва мĕн кĕртсе хăварма сĕннĕ пулăттăр? Сирĕн шутпа çынсен пурнăçне лайăхлатас тесен чи малтан мĕн тумалла? Çак е ытти ыйтусемпе сĕнÿсем пама пултаратăр.

Мĕн пур сĕнÿсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, e-mail:@cap.ru /унта «Çыру валли» тесе паллă туса хăвармалла/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code