Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йышăну кунĕ

Йышăну кунĕ

Раççей Федерацийĕн Конституцине çирĕплетнĕренпе кăçал 25 çул çитет. Çавна май декабрĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Йышăну кунĕ иртет.

Граждансене РФ Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕсенче, патшалăх тата вырăнти власть органĕсенче 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен йышăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем видео е аудиоçыхăну мелĕпе усă курса харпăр хăй ыйтăвĕпе тухма пултараççĕ. Палăртнă вырăна пыракансене черетпе йышăнĕç, çумра паспорт пулмалла. Йышăну кунĕ ăçта иртнине власть органĕсен официаллă сайчĕсене кĕрсе пăхма пулать.

Пирĕн республикăра граждансене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕнче çак адреспа йышăнĕç: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, 1. 1-мĕш пÿлĕм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code