Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕвĕçсен ĕçĕпе кăмăллă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пай ертÿçисемпе Елчĕкри «ШПП-Пчелка» ОООна çитсе курнă.

О.Мясникова ертсе пыракан çĕвĕ цехĕнче 20 çын ытла тăрăшать. Вĕсем ытларах тумтир çĕлессипе тимлеççĕ. Цех çутă та пысăк, ĕçлеме мĕн пур услови çителĕклĕ. Çĕвĕçсене ĕç вырăнĕ пурри, шалăвĕ те начар марри савăнтарать. Николай Петрович вĕсене ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума, тĕрлĕ тумтир çĕлеме заказ паракансен йышне ÿстерсех пыма ăнăçу суннă.

Çамрăк педагогсем – форумра

Шупашкарта ЧР Вĕренÿ министерствипе вĕренÿ ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕ «Çамрăксен вăхăчĕ» форум ирттернĕ.

Унта Елчĕк шкулĕнчи çамрăк педагогсем – Е.Бобровăпа М.Кудрявцева хутшăннă, тĕрлĕ мастер-классенче çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Вĕсене ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ С.Кудряшов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова тата ытти сумлă çынсем çамрăк учительсене кăсăклантаракан ыйтусене тишкерни уйрăмах килĕшнĕ.

Пенсионерсем канашлаççĕ

«Раççей пенсионерĕсен союзĕн» вырăнти уйрăмĕн пухăвĕнче кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май çитес çулхи тĕллевсене палăртнă.

Пĕрлешĕвĕн вырăнти ертÿçин Л.Горшкован докладне пухăннисем тимлĕн сÿтсе явнă. Ватăсене РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи З.Яковлева çитес çул пурнăçа кĕрекен пенси законодательствипе паллаштарнă. Ĕç ветеранĕсене районти тĕп больницăри В.Лапшина терапевт врач хĕл кунĕсенче сывлăха мĕнле упрамалли çинчен каласа пани те вырăнлă пулнă.

Уяв çывхарать

Çĕнĕ çул çывхарсах пырать. Çакă каçхине тата лайăх палăрать.

Район центрĕ кунран-кун илемлĕ чăрăшсемпе, юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсемпе çуталать. Районта Çĕнĕ çула хатĕрленсе учрежденисемпе организацисен, лавккасен умĕсенче тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем ялтăраççĕ. Уяв кăмăл-туйăмне уйрăмах «Улăп» ФОКра лайăх туятăн. Вĕсен умĕнчи илем инçетренех курăнать. Ыттисен те уяв кăмăлне кирлĕ пек çĕклес тесе тăрăшни кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code