Понедельник, 23 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калчана фольга мĕн тума кирлĕ?

Калчана фольга мĕн тума кирлĕ?

Пахча çимĕç калчи вăрăмланса, хавшакланса кайнине асăрхарăр-и? Чылай чухне сăлтавĕ ансат — çутă çителĕксĕрри. Çуркунне те сахал вăл. Çавна май калча кантăк еннелле туртăнать. Ку кăлтăка йĕркелеме фольга пулăшать.

Асăннă материалтан ятарлă экран хатĕрлеме сĕнетпĕр, вăл калчана йĕри-таврах çутăпа тивĕçтерме май парĕ. Фольгана калча ешерекен ешчĕкĕн виçĕ енĕпе (пỹлĕм енчен) вырнаçтармалла. Унăн çỹллĕшĕ 20-50 сантиметр пултăр. Кун хыççăн калча çутталла туртăнмĕ, çирĕп те тỹрĕ çитĕнĕ, çулçи те парка пулĕ. Вăл пахчана куçарнă чухне те аптăрамĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code