Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçаруллисемшĕн çул уçă

Пуçаруллисемшĕн çул уçă

Ял хуçалăх организацийĕсенче çĕнĕлĕхсене алла илессипе юлашки тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем анлă. «Эмметево» ОООн сĕт-çу фермипе Кĕçĕн Таяпари Александр Викторов уйрăм пайтаçăн выльăх пусса тирпейлекен цехĕнчен те курăнать çакă.

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче «Эмметево» ОООра 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан вите хута кайнă. Ĕне сăвакан операторсем унта вăй хума мĕн тери меллĕ, çăмăл пулнине малтанхи кунсенченех ăнланса илнĕ ĕнтĕ. Кăкармасăрах усракан ĕне выльăх анлă апат сĕтелĕ çинчи вĕтетнĕ утă-улăма тата ытти апата ирĕклĕн астивет. Вĕсене сума ятарлă зала хăваласа кĕртни, пушшех, чăн ырлăх!

Ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе малтанхи вăхăтра та курăмлă ĕçленĕ, малашне майсем тата ытларах пуласран иккĕленмелли çуках. 11 уйăхри кăтартусене тишкерес пулсан, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 7000 килограмм урлă каçнă ĕнтĕ.


«Эмметево» ОООри çĕнĕ ĕмĕрти çĕнĕ вите – 50 миллион тенкĕлĕх


Александр Викторов предприниматель «Таябинка» хуçалăхăн юхăннă ферминчи объекта реконструкци туса выльăх пусса тирпейлекен цех хута янăранпа çулталăк иртнĕ. Коллектив малтанхи кунран тытăнсах аш-какайран хатĕрленĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларассине малти вырăна хурать. Пахалăхлă тавара çак вăхăтчен ытларах Шупашкарти лавккасенче сутнă. Малашне суту-илÿ точкине цехпа юнашар уçас шухăш та пур.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый производствăна аталантарассине малашне те тĕп тĕллев вырăнне хума палăртакан Юрий Лапшин директорпа Александр Викторов çамрăк предпринимателе палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессинче ăнăçусем суннă.

Сăн ÿкерчĕке район администрацийĕн сайтĕнчен илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code