Пахча çимĕç калчине водород перекиçĕпе шăварни усăллă — тăпра йỹçеклĕхĕ пĕтет, сиенлĕ бактерисем вилеççĕ. Çавăн пекех тăпра, калча кислородпа пуянланаççĕ.
Ăна çапла хатĕрлемелле: 1 литр таса шыва 2 апат кашăкĕ водород перекиçĕ хушмалла, лайăх пăтратмалла. Çак шĕвекпе помидор, пăрăç, купăста, хăяр калчисене шăварма юрать. Тăпра пахчаран илнĕскер тĕк унпа эрнере 1-2 хутчен шăвармалла, лавккаран туянни тĕк — 10-14 кунра 1 хутчен. Виçине пĕлмелле. Водород перекиçĕпе ытлашши нумай шăварни те сиенлĕ.

