Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» кăмăлласа çырăнаççĕ

«Елчĕк ене» кăмăлласа çырăнаççĕ

Почтальон ĕçĕ ансатах мар. Шăрăхпа сивĕре те, çумăрпа çил-тăманра та кулленех хăнăхнă сукмака такăрлатмалла, вулакан патне вăхăтлă çитмелле.

Кĕçĕн Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнче паянхи кун 3 почтальон – Галина Головина, Елена Владимирова, Наталья Павлова тăрăшаççĕ. Ялта пурăнакансем хаçат-журнал вулаччăр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашсах тăччăр тесе чунĕсене парса ĕçлеççĕ вĕсем.

Кашни килтех кĕтнĕ çынсен – ăшă кăмăллă почтальонкăсен ĕçне почта çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Надежда Семенова ырă хак парать. Ку тăрăхра «Елчĕк ен» хаçата юратса вуланине, ăна кăмăлласах çырăннине те хыпарлать вăл.

Сăн ÿкерчĕкре: Галина Головинăпа Елена Владимирова почтальонкăсем çула тухас умĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code