Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Професси суйлама пулăшса

Професси суйлама пулăшса

«Твой выбор профессии» ятпа волонтерсемпе профориентаторсен республикăри акцине йĕркелени выпускниксемшĕн меллĕ. Тĕрлĕ профессипе тăрăшакансемпе тĕл пулнă май вĕсем хăйсемшĕн тĕрĕс йышăну тăваççĕ.

Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕренекенсем çак кунсенче Елчĕкри полици пайĕн сотрудникĕсемпе тĕл пулнă. Çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова шкул ачисене полици ĕçченĕн профессийĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Унсăр пуçне «Наркомани сиенĕ», «Интернетра асăрхануллă пуласси», районта февралĕн 23-мĕшĕччен пыракан оборонăллă массăллă тата спорт уйăхлăхне халалланă «Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăн» темăсемпе калаçу ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code