Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăматкун та уçă

Шăматкун та уçă

Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш энергосбыт компанийĕн районсенчи мĕн пур сакăр уйрăмĕ шăматкун та, 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен, ĕçлеме тытăннă.

Шупашкарти тата Муркашри халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен хушма офиссем унчченхи графикпах ĕçлеççĕ.

– Электроэнерги потребителĕсен ыйтăвĕсене татса парассин пахалăхне лайăхлатасси – пирĕн тĕп тĕллевсен шутĕнче, – тенĕ çĕнĕлĕх пирки пĕлтернĕ май ЧЭСК гендиректорĕ Александр Гончаров.

Аса илтерни вырăнлă: вĕçленекен уйăхра усă курнă электроэнергишĕн уйăхсерен, тÿлев тапхăрĕ хыççăнхи уйăхăн 20-мĕш кунĕнчен кая юлмасăр, тÿлемелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code