Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Икĕ призер

Шупашкарта граждан вăрçин легендарлă геройне В.И.Чапаева асăнса ирттернĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕтĕм Раççейри 55-мĕш турнирĕнче 23 регионтан 100 ытла атлет тупăшнă.

Чăваш Ен пĕрлештернĕ командинчен 40 ытла спортсмен вăй виçнĕ пулсан, вĕсенчен 24-шĕ ăнăçнисен йышне кĕнĕ. Кунта Елчĕксемсĕр те мар. Хăйсен виçисенче Раççей спорт мастерĕ Анастасия Лапшина (Элпуç) тата Даниил Ефимов (Тăрăм) кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ. Финалсенче вĕсем Ростов облаçĕн тата Пермь крайĕн атлечĕсене выляса янă.

Беларуçрен — кĕмĕлпе

Могилеври «Олимпиец» спорткомплексра полиатлон енĕпе тĕнче ăмăртăвĕ иртнĕ.

150 атлет виçĕ кун хушшинче спортăн 4 дисциплининче вăй виçнĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕн команди спортклубсен ушкăнĕнче Санкт-Петербург командине çеç мала ярса 2-мĕш вырăна тухнă. Вăл йышра спорт мастерĕн кандидачĕ Лиана Чернова (Аслă Елчĕк) студентка та хăйĕн ỹсĕмĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Тивĕçлĕ шайра

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче шывра ишессипе вĕренỹ тытăмĕнчи профсоюз членĕсен округри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Эстафетăра ушкăнсенче пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Пăва, Патреккел, Елчĕкри ачасен искусство шкулĕсен командисем йышăннă. Уйрăм ỹсĕмсенче пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине Татьяна Филимонова, Александр Купташкин, Светлана Петрушкина, Станислав Сидоров хăпарнă.

Асăннă ăмăртăва çулсерен тата тивĕçлĕ шайра йĕркелессинче наукăпа вĕренỹ ĕçченĕсен округри профсоюз организацийĕн председателĕн Сергей Скворцовăн тỹпи пысăк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code