Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Сăнавсем ирттеретĕп

Сăнавсем ирттеретĕп

— Эпĕ çут çанталăк çинчен ытларах пĕлме, сăнама юрататăп, телефонпа компьютер умĕнче сахал ларма тăрăшатăп, — тет Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Людмила Матвеева.

Люда «5» паллăпа вĕренет, шкулти пĕтĕм мероприятие хастар хутшăнать. Ку вĕренỹ çулĕнче биологи тата экологи предмечĕсемпе округри олимпидăсенче призер пулса тăчĕ. Регион шайĕнче те хăйĕн пĕлĕвне пĕр хутчен мар кăтартма тивнĕ ăна. Шупашкарта биологипе иртнĕ вăрман олимпиадинче тата «EXCELSIOR-2023» ăслăлăхпа практика конференцийĕнче 3-мĕш пулни те хĕпĕртемелли сăлтав.

— Яманчỹрел ялĕ вăрман хĕрринче вырнаçнă, — шухăш-кăмăлне уçать Людмила. — Вырăнти çут çанталăк çинчен пĕлме ăнтăлни, шăллăмпа çырла-кăмпа пуçтарма çỹрени те пулăшрĕ пуль призер пулма. Тĕрлĕрен сиплĕ курăк тата вăррине пуçтарма юрататăп. Типĕтетĕп, вăррине акса ỹстеретĕп, сăнатăп — пĕтĕмпех кăсăклă маншăн çак ĕç. Шкулти биологи кружокне çỹренĕ май, унти сăнавсене наука тĕлĕшĕнчен йĕркелетпĕр.

Л.Матвеева — пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ хĕр ача. Вырăс тата чăваш поэчĕсен сăввисене пăхмасăр каласси те унăн чун киленĕçĕ. Ку енĕпе те çитĕнỹсен çулĕпе утать вăл.

Ирина ПАВЛОВА,
биологи учителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code