Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче

Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче

Елчĕкри «Шевле» ача садĕнчи Мария Васильевăпа Изабелла Зинькова Шупашкарти«Радуга» культурăпа выставка центрĕ йĕркеленĕ «Чăваш костюмĕн азбуки» Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ.

Чăваш тĕрри кунне халалланă конкурса республикăри мĕнпур районти, Тутарстан Республикипе Оренбург облаçĕнчи 5-10 çулхи ачасем чăваш тĕррин илемлĕхне сăнланă, халăх костюмĕсемпе паллашнă, мăн асламăшĕсен арчинчи тупрана тĕпченĕ пултарулăх ĕçĕсене пĕр тетраде вырнаçтарнă.

Елчĕк енри пĕчĕк ăстасене «Радуга» КВЦ директорĕ Нина Смирнова дипломсем парса чыс тунă, амăшĕсене чăваш халăхĕн культура эткерне упраса хăварас ĕçе хастар хутшăннăшăн тав тунă.

Ача садĕнче Чăваш тĕрри кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттертĕмĕр. Çак маттуркаçсемпе конкурса тăрăшса хатĕрлентĕмĕр.

С.МОРОЗОВА,
воспитатель.

Сăн ÿкерчĕкре: И.Зинькова, М.Васильева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code