Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пиллĕкмĕш форум

Пиллĕкмĕш форум

Раççей Федерацийĕн «Патшалăх наци политикине пурнăçласси» патшалăх программмине пурнăçласа кăçалхи декабрĕн 21-мĕшĕнче Мускавра наци ĕçĕсен федераллă агентстви «Раççей Федерацийĕн чĕлхе политики» V форумне ирттерет.

Форума хутăш форматпа йĕркелеме палăртнă. Унта Раççейри нумай нациллĕ халăхсене чĕлхе правипе тивĕçтерессине, чĕлхе урлă халăхсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелли çул-йĕрсене, çавăн пекех чĕлхесене упрамалли тата пулăшмалли çĕнĕ технологисене пăхса тухма палăртнă.

Форум программинче пленарлă канашлу, экспертсен тĕл пулăвĕсем тата тематика секцийĕсем ĕçлĕç. Çавăн пекех «Всероссийская общественная премия за сохранение языкового многообразия Российской Федерации «Ключевое слово» V конкурсăн лауреачĕсене чыслĕç.

Пленарлă канашлун спикерĕсене, экспертпа тематика секцийĕсене хутшăнакансене куçăмлă майпа йыхравлаççĕ, ыттисем – видеоконференци мелĕпе хутшăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code