Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕмĕл медале тивĕçнĕ

Кĕмĕл медале тивĕçнĕ

Таяпа Энтринче çуралса ÿснĕ Раççей спорт мастерĕ Анатолий Узюкин пысăк спортра черетлĕ çитĕнÿпе палăрнă.

Санкт-Петербургра иртнĕ юниорсен кире пуканĕ йăтас енĕпе Раççей первенствинче вăл икĕ енлĕ ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. 68 кг çитичченхи виçере 32 килограмлă кире пуканне сылтăм тата сулахай алăсемпе 75 хутчен йăтса /1-мĕш вырăн/, тĕртсе 106 очко, пĕтĕмпе 181 очко пухнă. Ку вăл Анатолийĕн хăйĕн тата Чăваш Енĕн çĕнĕ рекорчĕ.

Калас пулать, Анатолийĕн пĕрремĕш тренерĕ – Олег Федоров. Халĕ вăл Стас Белков тренер патĕнче ăсталăхне туптать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code