Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕнĕ хумра» палăрнă

«Çĕнĕ хумра» палăрнă

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата Наци библиотеки шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче «Çĕнĕ хум» ятпа сăвă-калав çыракансен конкурсне ирттернĕ.

Улттăмĕш хут йĕркеленĕ пултарулăх ăмăртăвне чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă. Унта Чăваш, Тутар республикисенчен тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчен 50 ытла тĕрлĕ жанрлă хайлав тăратнă. Вĕсене сумлă экспертсем – Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Василий Кервен çыравçă, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова тата ыттисем тишкернĕ. Çивĕч хаклав витĕр тухса Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Анна Лапшина, Алена Левая ĕçĕсем тĕрлĕ номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Левая хатĕрленĕ. Елчĕкри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Варвара Симаковăпа Инна Козлова /ертÿçи – Алевтина Иванова/ призлă вырăнсене тухни те пысăк çитĕнÿ.

Прозăпа поэзи конкурсĕнче ăнăçупа палăрнисене дипломсем, медальсем тата хаклă парнесем парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code