Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕ кам пулĕ-ши?

Ашшĕ кам пулĕ-ши?

Хĕрĕм виçĕ çул каялла упăшкинчен уйрăлчĕ. Çулталăкран çĕнĕрен пĕрле пурăнма пуçларĕç. Халĕ çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килессе кĕтетпĕр. Кĕрĕве ачан ашшĕ тесе çырĕç-ши; Çакна питĕ пĕлес килет.

Мария Ивановна.

Ыйту çине ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда БАЙМУШКИНА хуравлать:

– Пурнăçра çакăн евĕр шăпа час-часах тĕл пулать. Уйрăлнă хыççăн мăшăр тепĕр хут пĕрле пурăнма пуçлать, пепке çуралать… Паллах, куншăн савăнмалла кăна. Çапах та çакăн евĕр лару-тăрура ачана епле регистрацилемелле, ашшĕ пирки мĕн çырмалла? Федерацин «Граждан тăрăмĕсен акчĕсем çинчен» саккунăн 17 статйипе килĕшÿллĕн ача çурални çинчен калакан акта ашшĕ-амăшĕ пирки çырмалли йĕркене çирĕплетнĕ.

Мăшăр уйрăлнăранпа тата пепке çут тĕнчене киличчен 300 кунран мала иртмен тĕк ача çурални çинчен калакан акта ашшĕ пирки уйрăлнине çирĕплетекен документ тăрăх çыраççĕ. 300 кун хыçа юлсан арçыннăн заявлени çырса хăй ачан ашшĕ пулнине çирĕплетмелле. Çакăн хыççăн тин ача çуралнине ĕнентерекен хут çине ашшĕ ятне çыраççĕ. Çак ĕç-хĕле пурнăçламасан ачан ашшĕ ятне амăшĕ каланă тăрăх палăртаççĕ, ашшĕ пирки урăх нимĕн те çырмаççĕ.

Хĕрарăм арçынпа пĕрлешмен, ашшĕ пирки çыртарас кăмăлĕ пулсан – тархасшăн. Кун пек чухне ашшĕ хушамачĕ вырăнне амăшĕнне, ачан ятне тата ашшĕ ятне хĕрарăм каланă тăрăх çыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code