Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Регион ятне çĕклĕ

Регион ятне çĕклĕ

Чăваш Енре ял туризмĕ вăй илсех пырать.

Çак ыйтăва республика ертÿçисем те час-часах хускатаççĕ, ăна лайăхрах аталантармалли çул-йĕр шыраççĕ. Чăваш Енре ял туризмне аталантарни ялта пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерме, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, экономикăна çирĕплетме пулăшать. Çулсерен шалти тата тулашри туризм ÿссех пырать. Çынсене республикăри сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа, сунарпа, пулă тытассипе тата ытти енĕпе çыхăннă экскурси маршручĕсем уйрăмах кăсăклантараççĕ. Атăл тăрăх канма-курма каякан та сахал мар. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăнасене наци йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе, культурипе паллаштарма сĕнет. Çакă туристсен хушшинче регион ятне-шывне çĕклеме пулăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code