Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Студентсенчен взятка илнĕ

Студентсенчен взятка илнĕ

Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2025 çулта транспорт университечĕн куçăмсăр уйрăмĕнче йĕркелỹпе хушу ĕçĕсене тунă преподаватель студентсенчен укçа илме тепĕр çынпа пĕр каварлă пулнă. Тỹленĕшĕн вăл экзаменра пĕлĕве тĕрĕслемесĕрех лайăх паллăсемпе тивĕçтерме шантарнă.

Студентсем посредник карттине укçа куçарнă, лешĕ вара çав укçана преподавателе панă. Преступлени схемине Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕ Раççей ШĔМĕн транспорт çинчи лини уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕпе пĕрле уçăмлатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code