Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уява куçнă ăмăрту

Уява куçнă ăмăрту

Елчĕк округĕн çыннисен тараватлăхĕпе ăшпиллĕхне хăнасем пĕр хутчен мар курса ĕненнĕ. Ку ĕнтĕ ĕлĕкрен пыракан ырă пулăм — урăхла пулма та пултараймасть.

«Инвалидсен пĕтĕм Раççейри обществин» регионти организацийĕн Елчĕкри уйрăмĕ çак кунсенче Элпуçĕнче пулăçсен уçă ăмăртăвне йĕркеленĕ. Капла кăна чухăн пулнă пулĕччĕ. Людмила Анисимова ертсе пыракан вырăнти пĕрлешỹ вара мероприятие чăн-чăн уява çавăрнă. Республикăри 8 округран, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 5 центртан килнĕ делегацисене малтанах Елчĕкри тĕп лапамра çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Кунтах округ пуçлăхĕн çумĕ Владимир Николаев кĕскен округ историйĕпе, унăн экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, лапампа (сăн ỹкерчĕкре), культурăпа кану паркĕнче курса тĕлĕнмелĕх те пулнă хăнасене.

Малалла хăнасен пысăк йышĕ Курнавăшра чарăннă. Христос чĕрĕлнин чиркĕвĕнче пулнă хыççăн шкулпа паллашнă. Унта тĕлĕннине пытарман вĕсем: «Хуларинчен пĕрре те кая мар». Историпе тăван тавралăх халăх музейĕнчен епле пăрăнса иртĕн? Вăл тĕрлĕ экспонатпа пуян пулни кăна мар, унти эткерлĕхе 8-мĕш класра вĕренекенсем витĕмлĕ уçса пама пултарни те килĕшнĕ. «Ку музей — воспитани ĕçĕнче хăй пĕр учреждени», — çапла хакланă самантлăха аваллăхра «пулса курнисем».

…Элпуçĕнчи пĕве анлă, сарлака. Тирпейлĕ. Хăнасене кунта тепĕр ушкăн юрăсем шăрантарса мероприяти талккăшĕпе чарăнман. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнчи Владимир Генералов купăсçă епле чăтнă тульккăш? Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ Владимир Федоров хут купăспа юрласа канма май панине шутламасан, паллах.

Пĕве тĕрлĕ пулăпа пуян пулнине пирваях пĕлтернĕ-ха. Пулă тытас ăмăртура вара Ĕнелĕнчи Нина Даниловăпа Яманчỹрелĕнчи Александр Карсаков çĕнтернĕ.

Кашниех пулăç та пулаймĕ. Çавна май, кичемлĕх авăрне путасран, ыттисем валли те киленĕç палăртнă. Шашистсен ăмăртăвĕнче, акă, Василий Муравьевпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Ирина Ретусинăна (Çĕнĕ Шупашкар), джаколло вăййинче Вероника Михайловăпа (Шупашкар) Александр Портнова (Аслă Пăла Тимеш) çитекен пулман. Дартсра Хăвăлçырма ялĕнчи Сергей Черновпа Курнавăшри Светлана Краснова мала тухнă. Александр Павлович округри хăш-пĕр турнирсене спонсор пулса хутшăннине хăнăхнă та, хальхинче те айккинче юлман вăл. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă, çавăн пекех общество ĕçне хастар хутшăнакансем инвалидсен регионти организацийĕн тата вырăнти уйрăмĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Пулăçсен ăмăртăвĕнче вара пулă шỹрписĕр ниепле те! Кармалти Альбина Горшкова ăна хатĕрлессипе чăн-чăн ăста пулнине çирĕплетнĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code