Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Курнавăш шкулне – грант

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн 2020 çулхи августăн 13-мĕшĕнче кăларнă 377-рг номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăри 20 вĕрентÿ организацине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200-шер пин тенкĕлĕх грантне пама йышăннă. Вĕсен хушшинче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та пур.

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Светлана Карамаликова 20 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Черетлĕ тĕрĕслевсем

Пушартан сыхланасси – чи пирвай пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри.

Пушар хурал ĕçченĕсем районти пушар гидранчĕсене, кÿлĕ-пĕвесене тата башньăсене çулталăкра 2-шер хут /çуркунне тата кĕркунне/ тĕрĕслеççĕ. Районта паянхи кун пушар вăхăтĕнче шывпа тивĕçтерекен 254 çăл куç /37 пушар гидранчĕ, 91 кÿлĕ, пĕве, 58 башня, шыв илме палăртнă ытти 68 вырăн/ шутланать.

Кĕркунне çывхарнă май пушар хурал ĕçченĕсем вĕсенче черетлĕ тĕрĕслевсем ирттерме палăртаççĕ. Инкек вăхăтне палăртса тата куçа курăнса килмест. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсен шывпа тивĕçтерекен çăл куçсем тулли юсавлă пулнине, унта вырнаçтарнă ятарлă паллăсем тивĕçлĕ пулнине тĕрĕслесех тăмалла.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Айăпçăсен килĕсенче пулаççĕ

Районта «Условник» операци пырать.

Çак вăхăтра ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн тата Чăваш Республикин айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслекен Елчĕк районĕнчи инспекцийĕн сотрудникĕсем условнăй майпа айăпланнисен килĕсенче пулаççĕ.

Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем айăпçăсен пурнăç условийĕсемпе тата вĕсем йĕркене мĕнле пăхăннипе паллашаççĕ. Хальхи вăхăтра районта условнăй майпа айăпланнă 29 çын учетра тăрать.

Т.СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code