Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район уй-хирĕсенче

Район уй-хирĕсенче

Августăн 18-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12 700 гектар вырнă /пĕтĕмĕшле лаптăкăн 54 проценчĕ/, 12 267 гектар лаптăк çинче /вырнин 97 проценчĕ/ çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ 43 пин тонна тырă çапса илнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 35,3 центнерпа танлашать.

«Сатурн» хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса тата çапса тĕшĕлес ĕçе вĕçленĕ. «Рассвет», «Прогресс», «Победа» хуçалăхсенче те ĕç вĕçленсе пырать.

Йĕпе-сапаллă çанталăк хыççăн ĕнер Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Авангард» хуçалăхра «сарă тинĕс» уйне пысăк хăватлă 13 комбайн тухнă.

Районĕпе çĕр улмине 9 гектар çинче кăларнă, 225 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 250 центнерпа танлашать. Кĕр тыррисене акма 5 667 гектар çĕр хатĕрленĕ /82 процент/, 3500 гектар /16 процент/ кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Пĕр условнăй выльăх пуçне 24 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code