Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешĕн хĕрĕ – Паралимпиада чемпионки

Ентешĕн хĕрĕ – Паралимпиада чемпионки

Токиори Паралимпиада-2020 хупăнни виççĕмĕш эрне çитет пулсан та Раççей спортсменĕсен тĕрлĕ енлĕ тупăшури ăсталăхĕ, çивĕчлĕхĕ, ăнтăлăвĕ куç умĕнчен каймасть-ха. Телевизор умĕнче пăхса ларнă май çивĕч кĕрешÿсенче хамăр спортсменсем мала тухсан вĕсемпе пĕрле хыттăн кăшкăрса савăнăç куççульне те пытараймарăмăр. Чăн-чăн патриотсемех çав, хамăр тăван çĕршыв çыннисен çитĕнĕвĕсемпе савăнма пĕлетпĕр.

Паралимпиадăра 100 метр брасс мелĕпе ишессипе ылтăн ?Раççейĕн 27-мĕш ылтăнĕ/, 200 метр ирĕклĕ майпа ишессипе бронза медаль çĕнсе илнĕ Мария Власьевна Павловăпа вара эпир, Елчĕксем, чăннипех мăнаçланма, мухтанма пултаратпăр. Мĕншĕн тесен вăл Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Влас Павловăн хĕрĕ.

Чи малтанах Машăн ашшĕ пирки. Влас Николаевич Элпуç ялĕнче йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Сакăр ачаран виççĕшĕ ывăл. Паян вĕсем пурте çĕршывăн тĕп хулинче хунав янă. Хĕрĕсем те тĕрлĕ çĕре саланнă. Питĕ шел, Власăн аслă аппăшĕ, Леонилла, çĕре кĕнĕ. Унăн Алина хĕрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Павловсен тăванĕсем ялта юлман та. «Кукамайăн шăллĕ, Николай Михайлович Иванов, кăна пурăнать. Кукка хĕрĕн çитĕнĕвĕсемпе эпир питĕ савăнатпăр. Спортпа туслă çемье. Юлашки çулсенче час-часах тĕл пулаймарăмăр та. Вăхăчĕ те çук вĕсен, тăтăшах тренировка, ăмăрту», – тет вăл.

Влас Павлов малтан Кармалти, унтан Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Совет çарне кайнă. Çамрăклах спортпа туслашнăскер Мускава тухса кайсан хăйне тĕрлĕ енĕпе пиçĕхтерсе тĕрĕсленĕ. Мускаври физкультура техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Влас Николаевич контактлă каратэ енĕпе СССР спорт мастерĕ. Хура пиçиххие тивĕçнĕ. СССР чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, Мускав хулин нумай хут чемпионĕ. Çирĕп вăй-халлă Элпуç каччи Шалти ĕçсен министерствин спецназ отрячĕн командирĕнче службăра тăнă. Милици подполковникĕ. 61 çулхи отставник самантлăха та ĕçсĕр лармасть, хуралта тăрăшать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать.

Йĕкĕт Калуга хулинчи вырăс хĕрĕпе, Иринăпа, çемье çавăрнă. Павловсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Валерий те спортпа туслă. Уйрăмах футболла выляса пысăк çитĕнÿсем тăнă.

Мария сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах çуралнă. Хусканусем тума йывăр ăна, утнă чухне уксахлать. Çапах та ашшĕпе амăшĕ хĕрне ачаран спортпа туслаштарнăран хăйне нихăçан та сусăр пек туймасть, яланах малалла талпăнать. Ахальтен мар вăл ашшĕпе амăшне спортпа туслаштарнăшăн куллен тав тăвать.

Мария Власьевна 1998 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче Мускав хулинче çуралнă. Пĕчĕкрен шывра ишме кăмăлланă. Пысăк спортăн анлă çулĕ çине 2006 çулта çирĕппĕн тăнă. Вăл «Юность Москвы» спорт клуба çÿрет. Ăмăртусенче Мускав хулин чысне хÿтĕлет.

2015 çулта тăрăшулăхĕпе палăрнă хĕре Раççей паралимпиадăн пĕрлештернĕ командине илнĕ. Унтан пуçланнă вара тĕрлĕ шайри ăмăртусем. Мария ут-пÿ хусканăвĕсем тăвайманнисен йышĕнче шывра ишессипе тĕнче чемпионачĕн призерĕ, Европăн тата Раççейĕн темиçе хутчен çĕнтерÿçи тата призерĕ. Тĕнче класлă спорт мастерĕ.

2020 çулта харсăр пике РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин Раççей академийĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ. Чемпионка пушă вăхăтра кĕнеке вулама юратать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2021 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн шывра ишессипе Раççей командин спортсмен-инструкторне Мария Власьевна Павловăна Туслăх орденĕпе чысланă. Хаклă наградăна Владимир Владимирович Кремльте пикен кăкăрĕ çине хăй аллипе çакса янине курса эпир, ашшĕн ентешĕсем, чунтан хĕпĕртерĕмĕр. Чăваш юнĕ чупать чемпионкăра, вăл вара вĕри…

В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: М.Павлова чемпионка.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code