Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ипотекăна тăснă

Ипотекăна тăснă

Икĕ е ытларах ачаллă çемьесем валли «Çемье ипотекин» программине вăрах вăхăта тăснă.

2018 çултанпа çăмăллатнă çемье ипотекин программи пурнăçланать. Патшалăхăн çак программи хăйсен пурăнмалли условине лайăхлатма шухăшланă ачаллă çемьесене пулăшу кÿрет. Асăннă программăна федераци бюджетĕнчен финанслаççĕ.

2019 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчен çăмăллатнă ипотекăн çĕнĕ йĕрки вăя кĕнĕ. РФ Правительствин 2019 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче ачаллă çемьесене çăмăллатнă кредит паракан организацисене вĕсем илсе çитереймен тупăшшăн субсиди парассин йĕркине улшăнусем кĕртнĕ.

Маларах иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачаллă çемьесене панă кредитшăн субсидилес тапхăрсене виçĕ, пилĕк, сакăр çул тесе палăртнă. Халĕ çакăн евĕр çемьесем 6 процентлă ипотека кредитне кирек хăш вăхăтлăха та илме пултараççĕ. Программа условийĕпе килĕшсе тăрать пулсан, маларах илнĕ ипотека кредитне те çак çăмăллатнă майпа кредит илсе тÿлесе татма пулать.

Чăваш Енре иртнĕ çул çак программăпа 179 çемье кредит илнĕ, кăçалхи пĕрремĕш квартала унпа 111 çемье усă курнă.

Чăваш Ен Ĕçлев министерствинче палăртнă тăрăх, 2019 çулта, малтанласа шутланипе, 6 процентлă «çемье кредичĕпе» 600 çемьене яхăн усă курма пултарĕç. Çакна валли Федераци бюджетĕнчен хушма 255 млн тенке яхăн явăçтармалла пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code