«Солнышко» ача садне çỹрекенсем ГТО хастарĕсен ретне тăнă.
Округри ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Петр Смирнов пĕлтернĕ тăрăх, 22 шăпăрлан ултă теста парăнтарассинче пысăк ăнтăлу, çирĕп вăй-хал кăтартнă. Уйрăмах вĕсене теннис шарикне тĕллесе ывăтасси, 10 метра чупасси килĕшнĕ.
«Хĕвелçĕсенчен» «Шевлесем» те юлас темен: ГТОра хăйсене улттăн тĕрĕсленĕ.

