Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Елчĕк шкулĕ çĕнтернĕ

Елчĕк шкулĕ çĕнтернĕ

Ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси çирĕп йăлара. Çакна совет саманинчен пуçласа /1968 çултанпа/ пыракан «Зарница» тата «Орленок» çар-патриот вăййисене паянхи кунччен ирттерни лайăх çирĕплетет.

Ачасемшĕн «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем пысăк уяв шутланаççĕ. Вĕренÿ çулĕнче пухнă пĕлĕве, çирĕпленсе тĕрекленнĕ шăм-шакри вăй-хала тĕрĕслеççĕ çак вăйăсем. Кунта кашниех хăйне тивĕçлĕ хак парать, малашлăх валли тĕллев лартать.

Районти финал ăмăртăвĕ хĕрÿ иртесси пĕрремĕш кунĕнчех – уяв пуçлансанах сисĕнчĕ. Хăватлă çар маршĕн кĕвви янăраса кайсан çарçăсем хăйсен стройпа утас ăсталăхне мăнаçлăн кăтартрĕç.

Виçĕ кун хушшинче программăра палăртнă мĕн пур конкурса пысăк кăмăлпа хутшăнчĕç вĕренекенсем, кашниех хăйсен çивĕч ăс-тăнне, вăй-халне çирĕп шанчĕç.

Паллах, пурте çĕнтерÿçĕ пулаймĕç – тупăшу-вăйă саккунĕ çапла. Çапах та ăмăртусен сывлăшĕ, илемлĕхĕ, хастарлăхĕ, палатка пурнăçĕн романтики, вучах хуранĕн яшка-пăтă техĕмĕ, ушкăнпа пĕрле ларса ăшшăн калаçни кашни ача чунне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлĕ.

Çĕнтерÿçĕ командăсене чысласси яланах чи хаваслă самант. Елчĕк шкулĕн команди икĕ ушкăнра та пĕрремĕш пулнине палăртма кăмăллă. «Зарница» ушкăнра 2-мĕш вырăна Патреккел, виççĕмĕшне – Кивĕ Эйпеç шкулĕсен командисем тухрĕç. «Орленокра» призлă вырăнсене Кушкăсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнсе илчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Марина Чернова, вĕрентекенсем финал вăййисене хутшăнакансене, çĕнтерÿçĕсене саламланă май çак ăмăртусем çамрăк ăрăва чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнтерес, Тăван çĕршыва юратма тата хамăрăн несĕлĕмĕрсен паттăрлăхĕпе мухтанма хăнăхтарас тĕлĕшпе воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Е.КРЫЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕк шкулĕн командисем – çĕнтерÿçĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code