Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшусен тĕсĕ анлă

Пулăшусен тĕсĕ анлă

Районти нумай функциллĕ центр хăйĕн кулленхи ĕçне Раççей Правительствин 2012 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнчи 1376-мĕш номерлĕ «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр /НФЦ/ ĕçне йĕркелес правилисене çирĕплетни çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн туса пырать.

Çак кунсенче эпир НФЦ /электронлă адресĕ — E-Mail, mfc-dir-yaltch@cap.ru/ ертÿçипе Людмила Викторовăпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр.

— Ырă кун, Людмила Николаевна. Нумай функциллĕ центр ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 5 çул çитрĕ. Çак тапхăрта организаци еплерех аталанса пычĕ тата пырать?

— Чи малтанах граждансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ чух 3 «чÿрече» мелĕпе ĕçлесе пытăмăр пулсан, паянхи кун тĕлне вĕсене 5 «чÿрече» мелĕпе йышăнатпăр. Пулăшусен шучĕ анлăланса пырать. 2013 çулта халăха, предприятисемпе организацисене район администрацийĕпе пĕрле муниципалитетăн 22 пулăшăвне çирĕплетнĕ пулсан, халĕ вĕсен шучĕ 39-па танлашать. 2013 çулта Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин «НФЦ» автономи учрежденийĕпе пĕрле 60 патшалăх пулăшăвне çирĕплетнĕ, халĕ вĕсен шучĕ — 159. 2017 çултан Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин «Чуваштехинвентаризация» бюджет учрежденийĕпе халăха 14 тĕрлĕ пулăшу парас енĕпе килĕшÿ тунă. Халăха тулли тата пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе электрон черетне йĕркелерĕмĕр. Залра информаципе право терминалĕ «Система «Гарант», патшалăх пулăшăвĕн ĕçĕсен Пĕрлехи порталĕпе усă курма уйрăм компьютер вырнаçтарнă. Вăхăт малалла шунă май çĕнĕлĕхсем анлăн ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Чылайăшĕ асăрхарĕ пулĕ, юлашки вăхăтра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электрон мелĕпе сĕнесси вăй илчĕ. Паянхи кун тĕлне электрон мелĕпе халăхăн 9291 ыйтăвне тивĕçтернĕ, 7670 çынна Патшалăхăн пĕрлехи порталĕнче регистрациленĕ, «Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас енĕпе ĕçлекен корпораци» акционерла обществăн пулăшăвĕпе 130 çын усă курнă.

— Пулăшу калăпăшне, ĕç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе республика йĕркелекен конкурссенчи çитĕнÿсем те курăмлă…

— Кашни çул Чăваш Енре «Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан чи лайăх нумай функциллĕ центр» конкурс йĕркеленсе пырать. Çак конкурса хутшăнса эпир виççĕмĕш çул çĕнтерÿçĕсен йышне кĕтĕмĕр. Тĕрлĕ номинацисемпе ирттерекен конкурссене малашне те хутшăнас кăмăллă. Ĕç пахалăхне, специалистсен пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ ведомствăсен шайĕнче НФЦра веб-конференцисем иртеççĕ.

— НФЦна халăх ытларах мĕнле пулăшу илес тĕллевпе пырать?

— Граждансен пысăк пайĕ куçман пурлăха учета тăратма е регистрацилеме, вĕсем çинчен сведени илме, водитель удостоверенине улăштарма, Раççей паспортне, ют çĕршыва кайма паспорт илме, вăхăтлăх е яланлăх пурăнма пропискăна тăма е унтан тухма, уйрăм предприниматель, сахал тупăшлă çемьесем евĕр регистрациленме, тĕрлĕ ача пособине илме, коммуналлă тăкаксемшĕн субсиди илме, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илессипе учета тăма, ачана ача садне черете тăратма, муниципалитетăн харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене арендăна илессипе, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене регистрацилеме, çурт-йĕр лартас е çĕнетес енĕпе ирĕк илме килеççĕ тата ытти те.

— Сирĕн центра пулăшу ыйтса пыракансен йышĕ ÿссех пырать?

— Пулăшусене илме килекенсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. 2013 çулта, тĕслĕхрен, пулăшу илме пыракансен шучĕ çулталăка 1196 çынпа танлашнă пулсан, 2017 çул тĕлне вĕсен шучĕ 22146 çитнĕ.

— Эсир сĕнекен пулăшусем тÿлевлĕ-и?

— Пулăшусем тÿлевсĕр. Çапах та Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, хăш-пĕр пулăшусемшĕн патшалăх пошлини тÿлеме тивет.

— Малашлăх тĕллевĕсем çинче те чарăнса тăрсамăр…

— Центрăн тĕп тĕллевĕсем сахал мар. Вĕсен шутĕнче «пĕр чÿрече» меле тĕпе хурса уйрăм çынсене, предприятисемпе организацисене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн ĕçĕсене парассине ансатлатасси, документсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа хатĕрлессине, халăха консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтерессине, заявленисене тата документсен пуххине тĕрĕс регистрацилесе электрон мелĕпе усă курса çак кунах яваплă органсене çитерессине ĕçе кĕртесси, ведомствăсем сĕнекен пулăшу ĕçĕсен кăтартăвĕсене НФЦна вăхăтлă çитерессине сăнаса тăрасси, коррупци çулне пÿлесси тата ытти те.

Кăçал май уйăхĕнче НФЦ пÿлĕмне пысăклатас, санузел тăвас, здани умĕнчи пандуса çĕнетес ĕçе пуçăнтăмăр — çак ĕçсене август уйăхĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттерес тĕллевпе кăçалхи виççĕмĕш кварталта хушма «чÿрече» уçма палăртатпăр. Хамăр центра пулăшу илме пыракансене эпир кулленех ырă сунса кĕтетпĕр. Ĕç кунне те меллĕ йĕркеленĕ: НФЦра заявлени паракансене тунтикунран эрнекунччен 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, шăматкун 9-13 сехетсенче йышăнатпăр.

— Палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыма сире ăнăçу сунатпăр.

— Тавах.

Е.ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code