Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хунав çумне хунав…

Хунав çумне хунав…

Елчĕк ялĕнчи Больничная урамра пурăнакансем кĕрхи-çурхи тапхăрта экологи субботникне, йывăç-тĕм лартас акцисене яланах хастар хутшăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Аслă Елчĕк ялĕпе çыхăнтаракан автоçул хĕрринче тĕпленнĕ çĕнĕ кас çыннисене палăртас килет.

Филипповсем — Александр Николаевич, Александр Васильевич, Александр Владимирович, Валерий Соколов, икĕ Сергей — Никифоровпа Краснов çулсерен тарăн çырма (ятне хальлĕхе паман-ха. -ред.) хĕррисене вун-вун тĕп йывăç лартаççĕ. Кăçал та вĕсем экологи марафонне малалла тăснă: унта, çавăн пекех тротуарпа «Прогресс» хуçалăхăн тырă управĕ хушшине 500 ытла юман, туя, хыр, чăрăш хунавĕсене лартса хăварнă. Çывăх кунсенче вĕсене Вăрнар, Канаш округĕнчи Сиккасси вăрман хуçалăхĕсенчен татах кỹрсе килме палăртнă.

Çут çанталăк тусĕсем ку лаптăка пĕрремĕш çул лартмаççĕ йывăç, анчах сурăхсем хуçаланни пĕтĕм ĕçе çуклăха çавăрать. Малашне çак киревсĕр тĕслĕх каллех çирĕпленсен выльăхсен хуçисене хаçатра ятранах çырма тивĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code