Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

«Тарават Чăваш Ен»

Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тата Шупашкар хулин çуралнă кунне халалласа «Тарават Чăваш Ен» фестиваль иртнĕ.

Кунта республикăри тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи апатлану предприятийĕсен ушкăнĕсем хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе килнĕ. Шăрттан, хуплу, тултармăш, шаркку, хуран кукли, шÿрпе… Мĕн-пур апата каласа пĕтерме те май çук.

Палăртса хăвармалла, çак фестивале тăратнă апат-çимĕçĕн рецепчĕсене пухса кĕнеке пичетлесшĕн.

Тÿлевсĕр вĕри апат

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинчи шкулсенчи 1-4 классенче вĕренекенсене кунне пĕр хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитерессине йĕркелеççĕ.

Пуçламăш классенче вĕренекенсем валли ятарласа тĕрлĕ усăллă блюдăсенчен икĕ эрнелĕх меню хатĕрлеççĕ. Кунта чи малтанах апат-çимĕç пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкул менюне хатĕрленĕ чухне çулталăк тапхăрне шута илеççĕ. Çавăн пекех ачана йĕркеллĕ аталанса ÿсме кирлĕ талăкри рационăн тутăлăхне тĕпе хураççĕ.

Блюдăсене технологи карттисемпе килĕшÿллĕн хатĕрлеççĕ. Унта апат-çимĕçе тата кулинари изделийĕсене янтăланин рецептне тата технологине ятарласа палăртаççĕ.

Апат пахалăхне вĕренÿ организацийĕн учредителĕ тата ашшĕ-амăшĕн комитечĕ тĕрĕслесе тăрĕç.

Online çул çÿрев

Ĕнер Раççейре пĕрремĕш хутчен «Географи каçĕ» иртнĕ.

Мероприятие Вырăс географи обществи йĕркеленĕренпе 175 çул çитнине тата Раççейри çĕнĕ уява – Географ кунне – халалланă. Акципе килĕшÿллĕн Чăваш наци библиотеки «Ĕмĕтленекенсем» клубăн çул çÿревçисемпе пĕрле «Кама шыв юппи – Самарти Лука» парăс экспедицине хутшăнакансемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Петр Бритвинпа Андрей Хромов кăсăклă çул çÿревпе паллаштарнă.

Ыр кăмăллăх акцийĕ

Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнче «Чечек вырăнне – ачасем» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет.

Ашшĕ-амăшĕ укçа пуçтарса вĕрентекен валли пĕр чечек çыххи туянать, ыттине ыр кăмăллăх валли хывать. Акци тĕллевĕ – уяв йăлине упраса йывăр чирлĕ ачасене пулăшасси.

Акцие пурте хутшăнма пултараççĕ, мĕн чухлĕ укçа парасси – кашнин ирĕкĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, класс укçа пуçтарса «Алеша» фонда куçарни пирки aleshafond.ru сайтра информаци тупса вуласа пĕлме пулать. Палăртса хăвармалла: илнĕ укçана клиникăна тÿрех куçараççĕ, çакна çирĕплетекен документсене сайтра пичетлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code