Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăçта çуралнă – унтах кирлĕ пулнă

Ăçта çуралнă – унтах кирлĕ пулнă

Сăн ỹкерчĕкри Юрий Мясников председательпе Виктор Цыганов агроном тата Вячеслав Мясников инженер хăйсен кун-çулне ял пурнăçĕпе çыхăнтарнăскерсем, тăван çĕр сĕткенĕ вăй-хал кỹрсе тăнине чун-чĕрисемпе туйса тăраççĕ.

Юрий Мясниковшăн халĕ урăхла пулма та пултарайман пекех туйăнать. Мĕншĕн тесен пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçне çамрăкла пĕрре пуçăннă та вăл – урăх уйрăлман. Хуçалăх производствин пĕтĕм картлашки тăрăх утса тухнă: малтан бригадир, тĕп агроном, ун хыççăн – председатель. Шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларать. Хальхи вăхăтра «Рассвет» ЯХПК производствăпа финанс кăтартăвĕсемпе, çĕнĕлĕхсене алла илессипе малти ретре – тĕслĕхлĕ ĕçлеме пултарнипе палăрни, паллах, унран нумай килет.

Виктор Цыганов пирки те çакнах каламалла, чăн-чăн çĕр çынни вăл. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕскер, малтан Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан институтра вĕренсе экономист специальноçне алла илнĕ пулсан та, агроном пулас тĕллевпе салтакран таврăннă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине биотехнологипе аграри факультетне вĕренме кĕнĕ. Вăхăт вара шыв пекех хăвăрт юхса иртет. Виктор «Рассветра» агрономра ĕçлеме тытăннăранпа 14 çул иртнĕ. Çак тапхăрти пархатарлă та курăмлă ĕçшĕн вăл тĕрлĕрен ят-сума та тивĕçлĕ пулнă. Сăмах май каласан, район администрацийĕн Хисеп грамотине, ЧР Ял хуçалăх министерствин, ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕсенетивĕçнĕ.

Вячеслав Мясников инженер та хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. Мĕн ачаран техникăпа туслă пулнăскер, малтанах инженер пулма çирĕп тĕллев илнĕ. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ: Чăваш патшалăх аграри университетĕнче агроинженер специальноçне алла илнĕ хыççăн тăван яла таврăннă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк нихăш ĕçрен те пăрăнмасть, ăçта кирлĕ, ăçта хушаççĕ – çавăнта вăй хурать. Хĕрỹ вăхăтра комбайн штурвалĕ умне ларать, вăл – водитель те. Пĕр вăхăтрах ашшĕн – Юрий Вячеславовичăн «сылтăм алли» те – председатель çумĕ. Шанса панă кирек хăш ĕçе те пысăк яваплăхпа пурнăçланине палăртаççĕ пĕрле ĕçлекенсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code