Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç тухăçлăхне кура шалу та пысăк

Ĕç тухăçлăхне кура шалу та пысăк

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен отчетпа суйлав пухăвĕсем пуçланчĕç. Пуçласа вăл ĕнер – «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче иртнĕ. Ку чухне коронавирусран асăрханмалли мерăсене те шута илнĕ.

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне таса тупăш пайне тĕпе хураççĕ. 1225 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан «Сатурн» ЯХПК 2020 çулхи ял хуçалăх çулталăкне 23 миллион та 373 пин тенкĕ /усă куракан кашни 100 гектар пуçне – 1 миллион та 908 пин тенкĕ/ /рентабельлĕх шайĕ – 53,8 процент/ таса тупăшпа вĕçлеме пултарни – пысăк çитĕнÿ.

Пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ахальтен мар çакна палăртса каланă:

– Пысăк кăтартусен пĕтĕм вăрттăнлăхĕ – ĕçе пĕлсе тата шайлашуллă йĕркелесе пыма пĕлнинче, – тенĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче кирек хăш çанталăк условийĕнче те кашни çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртеççĕ. Отчетлă тапхăрта ăна пурĕ 29613 центнер, 1 гектар пуçне шутласан – 45,5 центнер чухлĕ алла илнĕ. Ку енĕпе юлашки 10 çулхи цифрăсене тишкерес пулсан та, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне кашни çул вăтамран 1846 центнертан кая мар тырă туса илни паллă. Ÿсĕмсем хăй тĕллĕн пулман, паллах. Ку чухне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерессинче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, пусă çаврăнăшне, акăнакан лаптăксен структурине кирлĕ пек йĕркелесе пыни, пысăк репродукцири вăрлăхсемпе усă курни пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿнĕ, паллах.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те ăнăçлă аталаннă. 2020 çулта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 69 центнер аш-какай, 1028 центнер сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен 7197 килограмм сĕт сунă. Техника паркне çĕнетсе пымалли майсемпе анлăн усă кураççĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх техникине 8 миллион та 200 пин тенкĕлĕх туяннă. Кулленхи ĕçе йĕркеленĕ чухне хăватлă ял хуçалăх техникипе усă курни ĕç тухăçлăхне ÿстерме, продукци туса илессине тивĕçлипе йĕркелесе пыма май парать. Ĕç укçине мĕнле йĕркелесси те тÿррĕнех юлашкинчен каланипе çыхăннă. Çакна кура «Сатурн» ЯХПКра вăй хуракансен ĕç укçи те пысăк. Кашни çыннăн уйăхри вăтам шалăвĕ 25375 тенкĕрен кая мар…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code