Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтерсем валли конкурс

Волонтерсем валли конкурс

Пĕтĕм Раççейри «Доброволец России» конкурса волонтерсен юхăмне аталантарас, чи маттур ĕçлекенсене тупса палăртас тĕллевпе çулсерен йĕркелеççĕ.

Кăçал конкурса мартăн 19-мĕшĕнчен декабрĕн 5-мĕшĕччен виçĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă. Регионти тапхăр мартăн 19-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен иртет. Унăн тĕллевĕ – чи лайăх волонтерсене тата вĕсен чи ăнăçлă проекчĕсемпе ĕçĕсене палăртасси. Октябрĕн 10 – ноябрĕн10-мĕшĕсенче йĕркелекен тапхăра регионта çĕнтернĕ, «Добровольцы России» конкурсра регистрациленнĕ волонтерсем хутшăнаççĕ. Чи лайăххисене – виçĕ финалиста – сасăлав мелĕпе суйласа илеççĕ. Вĕсене декабрĕн 5-мĕшĕнче ятарлă премипе чыслаççĕ.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче асăннă конкурса пирĕн районти волонтерсем те хутшăнасса шанатпăр.

/Хамăр корр./

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code