Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туслă коллективра ĕç ăнать

Туслă коллективра ĕç ăнать

Тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе палăракан Елчĕк – 1 çыхăну уйрăмĕн туслă коллективĕ 2021 çулхи пĕрремĕш çур çулта район хаçатне çырăнтарма хастар хутшăннă. Унсăр пуçне, клиентсен ытти ыйтăвĕсене тивĕçтерессине те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнă вĕсем.

Валентина Маркова, Елена Ефремова, Алина Марышева, Елена Хрисанова почтальонкăсем професси ăсталăхне çирĕп алла илнĕ, вулакансемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Пенси укçипе ытти тÿлевсене, саламлă çырусемпе хаçат-журналсене илсе çитерекен почтальонкăсем кашни килте кĕтнĕ çынсем.

Вероника Немцева ертÿçĕпе Эльза Выйгетова оператор туслă коллективра ĕçлеме те çăмăл пулнине палăртаççĕ. Йывăрлăхсене вара пĕрлехи вăйпа парăнтараççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Эльза Выйгетова тата Вероника Немцева

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code